Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ҫӗпрелӗнче 16 наци представителӗ пурӑнать

Районта тутарсемпе чӑвашсем ытларах

Тутарстан Халӑхӗсен Ассамблейин Çӗпрел районӗнчи представительствие 2017 ҫулхи февралӗн 15-мӗшӗнче официаллӑ майпа уҫнӑччӗ.

Представительство районти Культура çуртӗнче вырнаҫнӑ. Ӗçӗн тӗп çул-йӗрӗ – районта пурӑнакан халӑхсен наци культурине сыхласси тата аталантарасси.

2018 ҫулхи апрелӗн 22-мӗшӗнче районти Культура çурчӗн базинче, ҫавӑн пекех, районти пурăнакан халӑхсен культурине сыхлас, аталантарас тата çак çул-йӗрпе пулӑшу кăтартас тӗллевпе Халӑхсен туслӑх çуртне йӗркеленӗ. Хальхи вӑхӑтра Халӑхсен туслӑх çурче 4 наци организацине: тутарсене, чӑвашсене, вырӑссене, узбексене пӗрлештерет. Пӗтӗм тӗнчери тутар конгресӗн Ӗç тăвакан комитечӗн вырăнти уйрăмӗ, Чӑваш наципе культура центрӗ, «Тутарстан Республикинчи вырӑс наципе культурин пӗрлешӗвӗ» регионсен хушшинчи общество организацийӗн уйрӑмӗ тата Тутарстан Республикин тутар наципе культурин пӗрлешӗвӗн представительстви те ӗçӗ-хӗлне йӗркелерӗ.

2019 ҫулхи сентябрӗн 5-мӗшӗнче, Хусан хулинче, савӑнӑҫлӑ условисенче Ҫӗпрел районӗн Халӑхсен туслӑх çуртне микроавтобус та панăччӗ.

Тутарстан Халӑхсен Ассамблейин районти представительствин ертӳҫи Валерий Самойлов палăртса иртнӗ тăрăх, районти культура учрежденийӗсенче нацисем хушшинче хирӗҫӳсене асăрхаттарас  тӗллевпе патшалӑх наци политикин тӗллевлӗ программисемпе килӗшӳллӗн ӗҫ илсе пыраççӗ. Мӗнпур ирттерекен культура мероприятийӗсенче наци пӗртанлӑхӗн принципӗ хуҫаланать.

– Районта ирттерекен мӗнпур мероприятисем те халăхсем хушшинче туслăха çирӗплетес, нацисем хушшинчи хирӗҫӳсене асăрхаттарас, наципе культура пӗрлӗхӗсен представителӗсене культурӑпа кану ӗҫ-хӗлне явӑҫтарас, наци культурине аталантарас тата сыхлас, ҫамрӑксене патриотла воспитани парас енӗпе иртеççӗ. Пандемие пула 2020 ҫулта нумай мероприятисем онлайн режимӗнче иртрӗç. 2021 ҫулта та «Ҫӗпрел муниципаллă районӗнчи патшалӑх наци политикине пурнӑҫласси» программăн планӗпе мероприятисем ирттерес, ҫавӑн пекех фольклорпа культура еткерлӗхне сыхлас енӗпе ӗҫе вӑйлатма планланă, – терӗ Валерий Самойлов.

Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин социаллă ыйтусем енӗпе çумӗ  Айрат Залялов 2021 ҫул Тӑван чӗлхесемпе Халӑх пӗрлӗхӗн ҫулталӑкӗ пулнă май иртни тата çавна май ӗç-хӗле активлатма кирли çинчен каласа иртрӗ. Çаплах, вăл районти Культура çурчӗ çумӗнчи Халăхсен туслăхӗн çуртӗнче узбек  диаспорин пӳлӗмне тума та сӗнчӗ.

Çӗпрел районӗнче Тутарстан Халăхӗсен Ассамблейин представительствин çӗнӗ ертӳçине суйларӗç. Çак  ӗçе  Руслан Шарафутдинов  кандидатурине сӗнчӗç тата наципе культура организацийӗсен представителӗсем    пӗр саслăн ырларӗç.

Айрат Залялов Валерий Самойлова кăтартулă ӗçӗшӗн Тав ҫырӑвӗпе парне пачӗ. Çӗнӗ ертӳçе Руслан Шарафутдинова ăнăçусем сунчӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев