Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Поэзи

Петр Мулеев, Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ.

 

 

Çуркунне

 

Пур асамлăх тĕнчере,

Кур, тухрăм ирхине.

Пăхрăм куçпа çӳлелле,

Куртăм кайăк картине.

 

Те шутлаççĕ хăйсенле:

– Таврăнтăмăр хамăр киле.

Вĕсем чĕнеççĕ пире,

Пĕремен, ки-как, тесе

 

Пур асамлăх тĕнчере:

Ула курак йывăç çинче

Юсать пĕлтĕрхи йăвине,

Шутлать тăсма ăруне.

 

Тăри хăпарать вĕçсе,

Пăхать çĕр çине,

Ярать юрласа çӳлте,

Калать пулĕ, килте, тесе.

 

Шăнкăрч çапса çунатне,

Янăратать  çепĕç юррине.

Ку асамлăх мар-и, итле,

Шутлатăп пăхса ун çине.

 

Пĕр кайăк иртрĕ вĕçсе,

Шырать-тĕр йăвине.

Тен йыхăрать мăшăрне,

Асамлăх мар-и, епле?

 

Чĕп курăк çĕр çинче,

Кĕтмест юр пĕтессе.

Тытăнать тӳрех,  ӳсме.

Ку асамлăх мар-и, мĕнле?

 

Тăмасть сивĕ, тесе,

Лĕпĕш тĕслĕ çунаттипе

Иртрĕ куç умĕнче вĕçсе,

Таврана илем кӳрсе.

 

Пăхрăм çĕр çине

Ларса, кукленсе, пикенсе.

Кăткăсем тĕмĕ çинче

Чупкалаççĕ енне-енне.

 

Асамлăх  мари-и, вара?

Çĕмĕрт шурă тумпа

Ӳсет çеçкине сарса,

Çуркунне «витĕннĕ юрпа».

 

Пĕр юпа вĕçĕнче

Ялан шурă тумĕпе.

Хурăн уснă кăчкине,

Илнĕ çĕр сĕткенне.

 

Сăвă пырать вĕçленсе,

Эпĕ тупрăм тупсăмне.

Пĕлсем çуркуннен                                               асамлăхне,

Чĕрчунсем тăсаççĕ ăруне.

 

Петр Мулеев,

Çӗнӗ Йӗлмел ялӗ.

 

 

Пӗлсемӗр, аннене 

хисеп тума

 

Ӗçе çӳрет вăл кулленех,

Килте те канăçа пӗлмест.

Кӗпе-тумтир, урай çăвать,

Вăл пӳрт-çурта илем кӳрет,

Куллен апат та пӗçерет,

Выльăх патне те ӗлкӗрет.

Пăхсамăр шутласа кăштах,

Анне мӗнле вăхăт пӳлет?

 

Ларать каçпа сӗм çӗрлеччен,

Вулать, çырать, нуски çыхать.

Анне пулсассăн килсенче,

Пӗтӗм çурта уçса пырать.

Унпа-çке ăшă – сивӗре,

Вăл йăпатать те, çупăрлать.

Хисеплесем-çке аннене,

Пирӗн телейшӗн тăрăшать.

 

Пӗлсем ăна хисеп тума,

Ан çилентер ăна пӗртте.

Пӗлсем, вăл пирӗн çут хӗвел,

Анне  вăл – кашнишӗн пӗрре.

Тем ӗçлеме те пултарать,

Ун алли пурне те тăвать.

Юратăр хăвăр аннӗре,

Анне вӗл – тӗнчере пӗрре.

 

Кирек ӗçлетӗр вăл ăçта,

Агрономра, е тухтăрта,

Е артистра, учительте,

Ан тухтăр чӗререн пӗртте.

Пӗчӗк ача та çуралсан,

Анне тесе сăмах калать.

Хаклă аннемӗр ӗмӗрех,

Манмалла мар пулса юлать.

 

Эс нихçан та

ан ватăл анне

 

Кунсем-çулсем иртеççӗ майӗпен,

Ӗмӗр иртсе пырать сисӗнмесӗрех.

Темшӗн çӳçӗ шуралчӗ ман аннен,

Эс маншăн пӗртте ватăлман пекех.

 

Итлеменни те пулнă пуль сана,

Кӳрентерни те пулнă, тен, нумай.

Аннеçӗм каçарсамччӗ эс мана,

Сан умăнта эп парăмлă пӗрмай.

 

Эп пӗчӗк чух эс ларнă ман умра,

Тен пулнă санăн куç хупман çӗрсем.

Сан умăнта эп ӗмӗр парăмра,

Чун-чӗререн калатăп – эс пӗлсем.

 

Кам-ши вăл, хӗрарăм, ăнлансамăр,

Сив сăмах нихçан та ан калăр.

Ан хурлантăр нихçан ун чӗри,

Пурнăçра вăл пӗлсем – чи кирли.

 

Ерипен сăмахпа эс пупле,

Сăмахна хытăрах ан çӗкле...

Ăнлансам, унăн чунӗ мерчен,

Савăнсам эс унпа пур енчен.

 

Вăл пуртан килсенче ăшă сывлăш,

Пӳрт туллиех тирпей те илем.

Пур ӗçре те ăна эс пулăш,

Нихăçан та ан пултăр кичем.

 

Мӗншӗн иртет-ши çамрăклăх

 

Ача чухне мӗнле илемлӗ пурнăç,

Иртетчӗ пурнăç выляса-кулса.

Ӳссе çитсен темле илем те пулнă,

Ун чух ирттернӗ вăхăта савса.

Эп астăватăп, вун çиччӗре те пулнă,

Эп ас илетӗп, курнă юратса.

Ун чух чӗре ман савăнăçпа тулнă,

Вăл пурнăç, ма иртет-ши васкаса.

 

Ун чух çумра атте-анне те пурччӗ,

Эп ун чух ним начарне туйман.

Çапах та пурпӗрех вăхăт шăватчӗ,

Кун пек пулать тесе эп шутламан.

 

Вăхăт иртет ватăлса пыратпăр,

Ăçта-ши эс халӗ, çамрăк вăхăтсем...

Аса илсех-çке куçсене шăлатпăр,

Пуçра анчах юлаççӗ шухăшсем.

 

Ват çынна

эс ялан  хисепле

 

Сив сăмах ват çынна ан кала,

Ун чӗри капла та час хавшать.

Илтрӗм эп. Пӗрре калаçура

Çамрăк çын тек ват çынна вăрçать.

 

Эс ларан ман урапа çине,

Çамрăк çын çавна эс шутла.

Эс ăнланан çеç çавăн чухне,

Тытăнан вара пуçна ватма.

 

Санăн та ачусем çитӗнеç,

Темле çын та пулӗ вӗсенчен.

Тен сана вӗсем кӳрентереç,

Эс те курăн ӗмӗр иртиччен.

 

Нихăçан çынна ан кӳрентер,

Çӗр çинче эс кăна анчах мар.

Ват çынна нихăçан ан пăх тӳнтер,

Çавăн пек пурăнма Турри пар.

 

Реклама

Халь эс çамрăк, пултарап тесе,

Нихăçан та ун пек ан шутла.

Ăнланăн кайран эс вӗçех,

Ӗçлеттер хăвăртрах ху пуçна.

 

Ватă çын та пулнă сан çулта,

Никама та, ним те каламан.

Ăнлансан эс, хут ватлăхунта

Ун пек пурнăçа хăвах куран.

 

Эп пӗлетӗп, эс те ватăлсан

Ларăн эс те ман урапа çине.

Хальлӗхе эс нимӗн те курман,

Курăн пулӗ тетпӗр малашне.

 

 

Мӗнма-ши калаçаççӗ  çын çинчен

 

Мӗншӗн-ши калаçаç ыр çын çинчен,

Крыльца умне виç-тăваттăн пухăнса.

Урăх килте, тен, ӗç те çук вӗсен,

Супӗлтетеç вара пӗрле пулсан.

 

Çук аван çын нихçан та калаçмасть,

Çынна усал тумасть вăл нихăçан та.

Çав супӗлти хӗрарăмсем пулаç,

Вӗсем нихçан чӗрисене чарман та.

 

Камсем вӗсем, çак юрăхсăр çынсем,

Пӗрле виç-тăваттăн пухăнса ӗçеççӗ.

Унтан тухаççӗ те крыльца умне,

Ним шутламасăр, шав çынна кăшлаççӗ.

 

Мӗн шутласа çӳреççӗ-ши вӗсем,

Мӗншӗн ырă çынна кӳрентереççӗ...

Эпир халь пурте пӗр пекех çынсем,

Епле вӗсем ăна пачах пӗлмеççӗ.

 

Нушаланаç хăйсем тӗрлӗ чирпе,

Çынна усал тунишӗн кулянмаç.

Ырă çынна сума сумаç пӗртте,

Хăйсен ухмахӗпе асапланаç.

Турри хӗн-хур парать ун пек çынна,

Вӗт пур-пӗрех чӗлхисене чармаç.

Ан тăрăшăр нихçан ун пек пулма,

Вăл пурнăç никама та ыр тумасть.

 

Хӗлле

 

Çутçанталăк илемлӗн шуралчӗ,

Хупларӗ хура çӗрсене.

Хур-кайăк карти те ăсанчӗ,

Çухалчӗ кайса ăш енне.

 

Ахах пек тумпа мӗнпур йывăç,

Мерчен пек çутпа ялтăрать.

Енчен сăнасан – вăл пӗр ывăç

Ылтăн сапнă пек туйăнать.

 

Пăхса ытарма çук хӗл кунӗн,

Ура айӗнчи шур юрне.

Хирте чупакан ут çунийӗн

Çиçсе пыракан тупанне.

 

Çулталăк пулăмӗ ирӗк,

Кашни хăй енне çавăрать.

Кашни пулăмпа ут эс çирӗп,

Пире вăй-хăват вăл парать.

 

 

Кашни çынпа

эс ырă пул

 

Кашни çынпа эс ырă пул,

Эс ан калаç начаррине,

Сун кашнинех эс ырă кун,

Пӗрре килетпӗр çӗр çине.

 

Эс никама ан айăпла,

Хăвах-çке курăн нушине.

Çынна пӗрре те ан ятла,

Чарас пулать вăл чӗлхене.

 

Ырă çынна ан çилентер,

Хăвах лекен серепене.

Яланах ыррине пӗлтер,

Пӗрре килетпӗр çӗр çине

 

Хăвна эс пысăка ан хур,

Пирте пӗлеççӗ вӗт камне.

Кашни çынпа эс ырă пул,

Телейлӗ пулăн ӗмӗрне.

 

Кашни çын халӗ çӗр çинче,

Телей курса пурăнмалла.

Калаçăр кашнинпе пӗлсе,

Çавăншăнах савăнмалла.

 

Пуянупа эс ан мухтан,

Пуянлăх санран та юлать.

Кашни çынпа эс пул пӗр тан,

Ăнланăн та... кайран пулать.

 

Эс ан мухтан халь тумупа,

Çарран никам та çӳремест.

Йăпат çынна калаçупа,

Пӗлсем, ӗмӗр иккӗ килмест.

 

Çынна усал тăвакан çын,

Хӗн-хурне хăй анчах курать.

Ялан эс ырă çулпа пыр,

Сывлăхне пӗр Турри çеç парать.

 

 

Пӗрле ӳснӗ

юлташăма асăнса

 

Хурăнвар ачи, çап-çамрăк каччă,

Çулӗпе вăл çирӗм виççӗре.

Украина çӗрӗнче пуç хучӗ,

Тупăкпа илсе килчӗç киле.

 

Атте-анне епле чăтаççӗ,

Еплерех чăтӗç-ши чӗрисем...

Хуйăх пысăк, вӗсем кулянаççӗ,

Шуралаççӗ вӗсем çӳçӗсем.

 

Кăçал çеç ун мăшăрланмаллаччӗ,

Куççульне шăлаççӗ хӗрӗсем.

Тупăк умӗнчен те пăрăнмаççӗ,

Халӗ ним тума та çук вӗсен.

 

Амăшне анчах пит йывăр пулчӗ,

Вăл ӳстернӗ ăна çуратса.

Куçӗсем ун куççульпе йӗпеннӗ,

Вăл хуйха пулаять-ши манса?

 

Эсӗ халь çӗр айӗнче выртатăн,

Тен илтен пуль аннӳ йӗнине.

Тăпруна шурă юрпа хуплатăн,

Амантатăн аннӳ чӗрине.

 

Лăпкă çывăр, юлташăм, тăванăм,

Сан çумна пыраймасть халь тăшман.

Ырăпа сан ятна асăнатпăр,

Тавăрма юлташсем пур-ха сан.

 

Галина Алексеева,

Тăваньел ялӗ

 

Эсĕ çăлтăр

 

Пин-пин  çăлтăрсенчен пĕри,

Паллах, эсĕ чи çутти.

Уйри нумай чечексенчен

Маншăн пулăн чи хитри.

 

Эп тухăп уяр каçсенче,

Шырăп çутă çăлтăрне.

Уйри тĕрлĕ чечекрен,

Тупăп сан пек хитрине.

 

Пĕр шеллемесĕр чечекне

Татăп унăн пурнăçне.

Пуçтарăп уйра хитрисене

Сан кăмăлна тупассипе.

 

Уçăп уçлăх алăкне,

Курăп çăлтăр  çутине.

Ларăп умна чĕркуçленсе,

Парнелĕп чечек пуххине.

 

Сан кăмăлу уçăлнине,

Шырăп пысăк куçусенче.

Юрату тупăп вĕсенче,

Чунпа пĕрлешĕпĕр пĕрле.

 

Эп  пурăнăп ĕмĕтленсе,

Санпа юнашар пулассипе

Парăп сана мĕн кирлине,

Сарăп утас çулна чечексемпе.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев