Пирӗн туслăх – чăн туслăх
Ҫӗпрел районӗнче Тутарстан Республикин Патшалӑх Совечӗн Вӗренӳ, культура, наука тата наци ыйтӑвӗсен комитечӗн тата Чӑваш Республикин Патшалӑх Совечӗн Социаллӑ политикӑпа наци ыйтӑвӗсен комитечӗн пӗрлехи куçса çӳрекен ларӑвӗ иртрӗ
Лару ӗçне Тутарстан тата Чӑваш Ен парламенчӗсен пуҫлӑхӗсем Фарид Мухаметшин тата Леонид Черкесов хутшӑнчӗҫ.
Лару пуҫланас умӗн хӑнасем Çӗнӗ Упи тата Кивӗ Ҫӗпрел Культура çурчӗсенче хатӗрленӗ куравсемпе, районта пӗрлӗхлӗ те килӗштерсе пурăнакан тутар тата чӑваш халӑхӗсен культурипе паллашрӗҫ, тутар тата чӑваш халӑхӗсен наци апачӗсене тутанса пӑхрӗҫ, Ӗмӗр сӳнми вут умне чечексем хучӗҫ.
Района килнӗ хисеплӗ хӑнасене халӑх фольклор коллективӗсем, ачасен ташӑ ансамблӗсем, декораципе прикладное искусствăн ӑстисем кӗтсе илчӗç.
Районти Культура çуртӗнче хăнасен тимлӗхне Тутарстан Республикин культура еткерӗн объекчӗсен электронлӑ каталогне сӗнчӗç. Кунсӑр пуҫне кунта Тутарстанӑн паллӑ фотографӗн, ТР пичетпе массӑллӑ коммуникацисен тава тивӗҫлӗ ӗçченӗн Рамиль Галинӗн Питравкка уявне халалланă фотовыставкине те пăхрӗç.
Ларăвăн кун йӗркине кӗртнӗ «Культура: традицисене сыхласа хӑварасси тата хальхи технологисемпе усӑ курасси» ыйту уйрӑмах пӗлтерӗшлӗччӗ, мӗншӗн тесен пирӗн ҫӗршывра 2022 ҫул – Раҫҫейри халӑхсен культура еткерӗн çулталӑкӗ, Тутарстанра вара – Цифровизаци ҫулталăкӗ пек иртет. ТР Патшалӑх Совечӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин ларӑва уҫнӑ май: «Регионти парламентсен комитечӗсен пӗрлехи ларӑвӗсене ирттересси ырӑ йӑла пулса тӑчӗ. Ҫак ларӑва ирттермелли вырӑн та, Ҫӗпрел районне суйласа илни, ӑнсӑртран мар. Кунта пурӑнакансенчен 40 процентӗнчен ытларахăшне чӑваш халăхӗ», – терӗ. – Тутарстанра тата Чӑваш Енре парламентсен хушшинчи пӗрлехи ӗçсен ҫирӗп традицийӗсем пулса кайрӗç, ҫав шутра профильлӗ комитетсен шайӗнче те. Республикӑсем культура, пултарулӑх, гуманитари сферисенче те хастар ҫыхӑну тытаҫҫӗ, мӗншӗн тесен регионсем иккӗшӗ те нумай нациллӗ. Ҫапла вара эпир, нумай нациллӗ регионсем, пӗр-пӗрне традицисене, культурӑна упрама пулӑшатпӑр».
ТР Патшалӑх Совечӗн Председателӗ 173 наци представителӗ килӗштерсе тата туслă пурӑнакан нумай нациллӗ Тутарстанра чӑвашсем шут йышӗпе виҫҫӗмӗш вырӑна йышӑннине те каласа иртрӗ.
– Чӑваш халӑхӗ – Тутарстанӑн культурӑпа ӑс-хакӑл пурнӑҫне, экономикӑна аталантарма пысӑк тӳпе хывакан ӗҫе юратакан, шанчӑклӑ партнер. Ҫакӑн пек тӗлпулусем, пирӗн пӗрлехи ҫуртăмăрта – Раҫҫей Федерацийӗнче туслӑха, тӑнӑҫлӑха тата килӗшӗве ҫирӗплетмешкӗн пӗр-пӗрин опычӗпе паллашмалли майдан пулса тăрать, – терӗ вӑл.
Чӑваш Республикин Патшалӑх Совечӗн Председателӗ Леонид Черкесов тӗлпулăва килнисене саламланӑ май: «Икӗ кӳршӗллӗ республикăн чикки пирӗн халӑхсене уйӑрмасть, пачах урăхла, вӗсене ҫывӑхлатать», – тесе палӑртрӗ.
Чӑваш Енре пуҫарнӑ «Раҫҫейӗн тӗрӗллӗ картти» проекта шӑпах кӳршӗсен йӑли-йӗркине аталантарас тӗллевпе тунине, çакӑн пек карттӑсенчен пӗрне вӑл Тутарстан енӗн представителӗсене пачӗ.
Леонид Черкесов каланӑ тӑрӑх, ҫакӑн пек тӗлпулусем пуринчен те ытларах паянхи ҫамрӑк ӑрушӑн, пуласлӑхшӑн питӗ пӗлтерӗшлӗ, мӗншӗн тесен шăпах вӗсене халӑхсен йӑли-йӗркисене сыхласа тата пулас ӑрусене парса хăварма тӳрӗ килӗ.
Чӑваш Ен Патшалӑх Совечӗн Председателӗ, çавӑн пекех, Тутарстанăн ертӳçӗлӗхне Чӑваш халӑхӗн чӗлхипе культурине упрама пысӑк тимлӗх панӑшӑн тав турӗ. Тутарстанра чӑваш этнокультура компоненчӗ пулнă шкулсемпе ача сачӗсем ӗҫленине, пӗрремӗш чăваш изданийӗ – «Хыпар» хаҫат шӑпах Тутарстанра тухма пуҫланине, паянхи кун республикӑри «Сувар» хаҫат, ҫавӑн пекех, муниципаллă хаҫатсем те чӑвашла тухнине палӑртрӗ вӑл.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров та хӑйӗн сӑмахӗнче Ҫӗпрел районӗнче ӗлӗк-ӗлӗкрен тутарпа чӑваш халӑхӗ хушшинче ҫирӗп туслӑх, ӗçлӗ çыхăну пулнине, пӗр-пӗрне пулӑшса пурăннине палӑртрӗ. «Ҫак туслӑ ҫыхӑнусене, традицисене, чӗлхесене малашне те сыхласа хӑварасси – пирӗн тӗп тӗллев пулса тăрать», – терӗ район пуҫлӑхӗ.
ТР Патшалӑх Совечӗн Вӗренӳ, культура, наука тата наци ыйтӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳçи Айрат Зарипов, паянхи кун хальхи технологисене ӗҫе кӗртмесӗр искусствӑпа культура еткерне популяризацилеме май ҫуккине палӑртрӗ. «Тутарстанри цифра культурине трансформацилесси культура еткерне (кӗнеке фончӗсем, музыка тата декораципе прикладное искусствăн объекчӗсем) сыхлассине, кадрсемпе ҫутта кӑларас ӗҫ-хӗле (шкулӑн культура дневникӗн проекчӗ), хальхи инфратытӑмпа электронлӑ сервиссене (билетсене сутасси, онлайн, пӗрлехи вӗренӳ билечӗ, виртуаллӑ концерт залӗсем т. ыт. те) хăй çине илет» , – терӗ вӑл.
Республикӑсен парламенчӗсен ларӑвӗнче темиҫе закон проектне пӑхса тухрӗç. Профильлӗ комитетăн членӗсем, ҫавӑн пекех, 2023 ҫул тӗлне шкулчченхи, пӗтӗмӗшле тата хушма пӗлӳ илмелли правасене пурнӑҫламалли патшалӑх гарантийӗсене финанспа тивӗҫтермелли нормативсене тишкерчӗç. Çак закон проекчӗсене Патшалӑх Совечӗн ҫывӑх вăхăтра пулакан ларӑвӗнче пӑхса тухӗҫ.
Справка
Тутарстан Патшалӑх Совечӗпе Чӑваш Ен Патшалӑх Совечӗн хушшинчи ӗçлӗ çыхăну ҫинчен пӗрремӗш протокола 1995 ҫултах алă пуснă, 2012 ҫулта вара – парламентсен хушшинчи ӗçлӗ çыхăну ҫинчен калакан килӗшӳ тунă. Ҫывӑх вӑхӑтра икӗ республикӑн парламентсен ертӳҫисем ҫӗнӗ Килӗшӳ çине алӑ пусӗҫ. Ку Шупашкар хулинче пулӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев