Петр Мускатинов пӗрремӗш вырăна çӗнсе илчӗ
Мамадӑш хулинче хускану майӗсем чикӗленнӗ спортсменсен хушшиннче йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ енӗпе Тутарстан Республикин Чемпионачӗ иртрӗ.
Ҫӗпрел районӗнчен çак ӑмӑртусене Петр Мускатинов хутшӑнчӗ, 1-мӗш вырӑна çӗнсе илчӗ.
Аслă Аксу ялӗнче пурăнакан Петр Мускатинов халиччен те ҫичӗ хут Тутарстан Республикин чемпионӗ, нумай хут Раҫҫей чемпионачӗн призерӗ, тӗнче чемпионачӗн кӗмӗл призерӗ пулчӗ, армрестлингпа Европӑн бронза медальне çӗнсе илнӗччӗ. Вӑл, çаплах, йӗлтӗр спорчӗпе те интересленет. Районта иртнӗ йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗсене те хутшӑнать, призлă вырӑнсене йышăнать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев