Иртнĕ эрнере Алешкин-Саплăк вăтам шкулӗнче Ҫĕнĕ Йĕлмел ялĕнче çуралса ӳснĕ поэтпа, прозаикпа – Николай Николаевич Ларионовпа тĕлпулу иртрĕ.
Николай Ларионов – Раççей çыравçисен тата Раççей Журналисчĕсен союзĕн членĕ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, «Шевле» литература пĕрлешĕвĕн ертӳçи, 14 кĕнеке авторĕ.
Вулакансем ăна «Подвиг во имя матери», «Шураçка», «Чĕре тапнă чух» кĕнекесемпе пĕлеççĕ. Хальхи вăхăтра пултаруллă çыравçă Ульяновск хулинче пурăнать.
Тĕлпулура Николай Николаевич ачасене пултарулăх çулĕ çине мĕнлерех килнине каласа кăтартрĕ.
Ларионов «Подвиг во имя матери» кĕнеке пирки те калаçу пуçарчĕ, унти тĕп геройсен пурнăçне уçса пачĕ. Вĕренекенсем те ăна çине-çинех ыйтусем пачĕç, куравра вырнаçтарнă тата ытти кĕнекисемпе те интересленчӗç.
Ҫыравçăн вăй-халĕ иксĕлми тапса тăрать. Ҫырмасăр унăн пĕр кун та иртмест: căвăсем, очерксем, хайлавсем шăрçалать.
«Чĕре тапнă чух» – Николай Ларионовăн пĕрремĕш кĕнеки. Унта çамрăк авторăн творчество пуçламăшĕнче сăввисемпе юморискисем кĕнĕ. Кĕçех унăн черетлĕ «Пирĕн ял – Ҫĕнĕ Йĕлмел» кĕнеки çут тĕнчене тухма хатĕрленет.
Н.Ларионов хăйĕн хайлавĕсенче тăван халăха, çутçанталăка, тĕрĕслĕхе юратни уççăнах курăнать. Япăх шухăш-кăмăллă çын поэт пулма пултараймасть-тăр! Ҫыравçă ырă çын пулни, тĕлпулура ачасемпе ăшă калаçу, туслă çыхăну йĕркеленинченех паллă пулчĕ. Вăл вĕренекенсене ултавпа туслашмалла мар пирки те асăрхаттарчĕ. «Чăнлăх пурпĕрех çиеле тухать. Тӳрĕ кăмăллă çын кăна пурнăçра ирĕклĕ, таса чун-чĕреллĕ пулĕ», – терĕ ентешĕмĕр.
Пултаруллă çыравçă шкула пушă алăпа килмен. Ачасем валли хăй çырнă кĕнекисене парнелесе хăварчĕ. Ҫакăншăн ăна чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ Надежда Григорьева тав сăмахĕ каларĕ.
Мероприяти хаваслă лару-тăрура иртрĕ.
Шкулти тĕлпулу вĕренекенсен асĕнче нумайччен упранĕ. Вĕсенче тăван чĕлхене вĕренес туртăма тата та аталантарасса шанатăп.
Нет комментариев