Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Наталья Кузнецова: «Анне пуласси  – пысăк телей!»

Ноябрӗн 28-мӗшӗ  –  Анне кунӗ.  Аннесене пурне те саламлатпăр! Ача тивлечӗ, тулли пурнăç сунатпăр!

Хальхи саманара пилӗк ача ҫуратнӑ аннесене эпӗ паттӑрсем тенӗ пулăттăм.  Ачана финанс енчен ӳстерме пӗр йывӑрлăх пулсан, сӑнарлӑ тӗллевре те, ӳт-пӳ тӗлӗшӗнчен те ачана пӑхса ӳстерме ҫӑмӑлах мар. Кивӗ Йӗлмел ялӗнче пурӑнакан Натальяпа Владимир Кузнецовсен ҫемйи вара хăраман тата çакăншăн пӗртте ӳкӗнмеççӗ.

Наталья Чӑваш Республикинчи Çӗрпӳ районӗнчи Синьял ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Натальяпа Владимирăн паллашасси те яланхилле пулман. Наталья каланӑ тӑрӑх, вӗсем пӗр-пӗринпе Шупашкар хулинче пичетлесе кăларакан «Тантӑш» хаҫат урлă паллашаççӗ. Ун чухне хальхи пекех кӗсье телефонӗсем те, интернет çыхăнăвӗсем те пулман, ҫамрӑксем пӗр-пӗрин патне ҫырусем çӳретеççӗ. Унтан Владимир чӑтса тӑраймасть, хӗре курас тесе Чăваш Енӗн Ҫӗрпӳ районне каять. Кунта Владимира Натальян ашшӗпе амӑшӗ те ӑшшӑн кӗтсе илеҫҫӗ. Ҫамрӑксем те пӗр-пӗрне курса, килӗштерсе, юратса пăрахаççӗ. Унтан Владимир Натальяна тӑван ялпа, тӑванӗсемпе, ашшӗ-амӑшӗпе ҫывӑхрах паллашма Кивӗ Йӗлмелне илсе килет.

– Пулас хуняçана та, хунямана та пӗрре курсах кăмăлларăм, яла та юратрăм. Эпир нумайччен шухӑшласа тӑмарӑмӑр, эпӗ хамӑн яла таврӑнтӑм, ӗҫрен кайма заявлени ҫыртӑм, Владимирпа мӑшӑрлантӑмӑр, çакăншăн нихӑҫан та ӳкӗнни пулмарӗ, – аса илет Наталья ҫав вӑхӑтсене аса илсе.

Ҫамрӑк ҫемье Кивӗ Йӗлмел ялӗнче тӗпленет. Малтан вӗсем пӗр пӗчӗкрех ҫуртра пурӑннӑ пулсан, унтан, хӑйсем валли ҫӗнӗ ҫурт тума тытӑнаççӗ. Пӗрин хыҫҫӑн тепри ачисем: Анна, Владислав, Алина, Владимир тата Вера çуралаççӗ. Аслӑ хӗрӗ Анна хальхи вăхăтра Шупашкар хулинче медицина сестрисене хатӗрлекен колледжра вӗренет, ывӑлӗ  Владислав район центрӗнчи техникумра сварщик профессине алла илет. Хӗрӗ  Алина район центрӗнчи лицейра 6-мӗш класра вӗренет. Владиславпа Вера Кивӗ Йӗлмелӗнчи  пуҫламӑш шкула-ача садне ҫӳреҫҫӗ.

– Аслӑ хӗрӗмӗр колледжра вӗреннипе, ывӑлăмăр техникумра пӗлӳ илнипе эпир питӗ савăнатпăр. Ҫамрӑк чухне хамăра вӗренме пӳрмен, вӗсем вӗренни пирӗншӗн икӗ хут уяв пулчӗ. Ывăлăмăр Владислав кӑҫал ача садӗнчи хатӗрлев ушкӑнӗне çӳрет. Тепӗр ҫул эпир 1-мӗш класа кайма хатӗрленетпӗр, – тет Наталья.

19 ҫул пӗрле пурӑннӑ хушăра ҫемьене тӗрлине курма тивнӗ, шӑпа вӗсене тӗрлӗ майпа сăнать. Ывӑлӗ Владислав хевтесӗр пулса ҫуралнине вӗсем Турӑ панӑ сăнав  пулнă пек йышăнаççӗ тата ачине сыватассишӗн пӗтӗм вӑя хураҫҫӗ.

Наталья район центрӗнче лавккара ӗҫлет. Районти потребительсен обществине пӗтерсе, лавкка хупэннӑ хыҫҫӑн районти почтамта почтальонка пулса ӗҫе вырнаçать. Ку тивӗҫе те вӑл тӑватăмӗш ҫул ӗнтӗ пурнӑҫлать. Эпир пичетлесе кӑларакан «Туган як», «Таван ен» хаҫатсене абонентсем патне вӑхӑтра илсе ҫитернинче те Натальян пайӗ пысăк.

– Хамӑн ӗҫе юратса пурнӑҫлатӑп. Ман участокра Кивӗ Ҫӗпрел ялӗн темиçе урамӗ тата Кивӗ Йӗлмел ялӗ пур. Хаҫатсене почтӑна кайса илнӗ хыççăн, вӗсене валеçе-валеçе, киле таврӑнатӑп. Ҫын хаҫата çырăннă иккен, унӑн ҫӗнӗ хыпарсене  вуласа, хӑвӑрт хушăра паллашма тивӗçлӗ, тесе шутлатӑп. Ҫавӑнпа та вӑхӑтра валеҫме тӑрӑшатӑп, – тет Наталья.

Ӗçрен таврăннă хыççăн Натальăна килте те тӗрлӗ ӗçсем кӗтеççӗ. Вӗсем выльăх-чӗрлӗх нумай усраççӗ, ҫулла хур-кăвакал, чăх-чӗп ӳстереççӗ.

– Паллах, мана пур ӗҫре те мăшăрăм Владимир та, ачасем те пулӑшаҫҫӗ. Халӗ ялта та хулари пек пурӑнатпăр. Правительство та ачаллă ҫемьесене пулӑшать. Иккӗмӗш ача ҫуралнӑ хыҫҫӑн эпир «Амӑшӗн капиталӗн» сертификатне илнӗччӗ, вӑл ҫӗнӗ ҫурт тума питӗ лайӑх пулăшу пулчӗ. Халӗ эпир мӗнпур хăтлăхӗ пулнă ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнатпӑр, ҫӗнӗ мунча турӑмӑр. Яла çăлкуç шывӗ килсе çитрӗ, пӳртпе  çыхăнтартăмăр, – тет Наталья.

«Ӗçе юратакана халăх хисеплет», тенӗ. Ӗçе тата ача юратакан вара çӗршыв умӗнче хисепре, ман шутпа. Кузнецовсем те çавăн пек – пӗтӗм тӗнчене юратса, мӗн пуррипе çырлахса, малашлăхшăн тăрăшса пурăнаççӗ. Хăйсем ӳстернӗ ачисемпе савăнччăр, вӗсенчен ырлăх курччăр, тесе каласси кăна юлать.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев