Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Налук тӳлеме вӑхӑт, кая ан юлӑр!

Ӗнер. Паян. Ыран.

Куçман пурлăхшăн, çӗршӗн е транспортшăн налук тӳлеме уведомленисем яма пуçларӗç. 

Вăл почта урлă хут çырупа е «харпăр кабинета» электронлă çырупа килет. Ҫавӑнпа та ҫак сервиспа усӑ куракансен хӑйсен кабинетне тӗрӗслемелле. Сервиспа ҫыхӑнман налук тӳлекенсене ҫывӑх вӑхӑтрах почта служби налук уведомленийӗсене кӳрсе тӑрӗ. 

Аса илтеретпĕр, налуксене онлайн майпа тӳлеме меллӗ. Налога, çаплах, телефонри «Налоги ФЛ» мобильлӗ приложени урлă «харпăр кабинета» е патшалăх услугисен порталне кӗрсе те тӳлеме пулать.

Çĕр, пурлăх, транспорт налукӗсене тӳлес ӗçе декабрӗн 2-мĕшĕччен пурнăçламалла.

Куçман пурлăхшăн, транспортпа çӗр налукӗсемшӗн тӳлемелли уведомлени ноябрӗн 1-мӗшӗччен почтăпа та, электронлă майпа та килмерӗ-тӗк, «харпăр кабинетра», МФЦ кайса пӗлме пулать, е Раççей ФНС интернет-сервисӗнче çырса ямалла. 

Кӑҫал пӗрремӗш хут Тутарстанра пурăнакан 33 пин ытла çын физически ҫынсен тупӑшӗсем ҫине хунӑ налука (НДФЛ) 2023 ҫулта банкри вклачӗсем енӗпе процентлӑ тупӑшӗсенчен налук тӳлӗç.

Банксенчи вкладсем енӗпе процентсене НДФЛ банксем тата «Вкладсене страхлас енӗпе агентство» патшалӑх корпорацийӗ панă информаципе никӗсленсе налук служби шутлать. Асӑннӑ сведенисем Раҫҫей Федерацин налук службин «Физически çынсемшӗн налук тӳлекенӗн харпăр хăйӗн кабинечӗ» интернет-сервисӗн «Вклады» пайӗнче палăраççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев