Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Ӗмӗрӗ тăршшӗпе хисепре

Кивӗ Упи ялӗнче пурăнакан Василий Иванович Спиридонов 90 çул тултарчӗ

Кивӗ Упи ялӗнчи Тăнăçлăх урамӗнчи хӗрринчи çурт – Спиридоновсен тӗп вырăнӗ – анлă улăх çывăхӗнче илемлӗ вырăнта ларать. Кил хуçи Василий Иванович вара килнӗ хăнасене кил умне тухсах кӗтсе илчӗ.

Юбиляра 90 çул тултарнă ятпа саламлама район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин, ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Александр Ярухин килнӗччӗ. Район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин Василий Ивановича юбилей ячӗпе ăшшăн саламласа, Аслă Çĕнтерĕве 75 çул пулнине халалланă  тата Ҫӗпрел районӗ йӗркеленӗренпе 90 ҫул çитнӗ ятпа юбилей медалӗсем, район пуçлăхӗн саламлă çырăвне, парне парса хавхалантарчĕ. Вӗсем ветерана ырлăх-сывлăх, ăшă кăмăл, канлӗ ватлăх сунчӗç.

Иустинья Осиповнӑпа Иван Алексеевич Спиридоновсен ҫемйинче тӑватӑ ача ҫуралса ӳснӗ. Василий Иванович вара 1933 çулхи апрелӗн 14-мӗшӗнче, иккӗмӗш ача пулса, çут тӗнчене килет. Ăна шкулта 4 класс кăна вĕренме пӳрнӗ. Питӗ лайăх вӗренет. Анчах та малалла вӗренме тӳр килмест. Пурнăç питӗ йывăр пулнă. Амăшне килте те ытти ӗçре те пулăшмалла. Амăшӗ вара тăватă ачине пӗчченех пăхса ӳстерет, вӗрентсе пурнăç çулӗ çине кăларать.

Василий Иванович васкавлă службăна, 3 çул, Латвире ирттерет. Служба вӗçленсен, тăван ялне таврăнать. Тепӗр çулталăкран, 1956 çулта, Тăваньел ялӗн чипер хӗрӗпе Нина Терентьевнăпа паллашать, часах çемье çавăрать. Телейлӗ те сапăр мăшăр 5 хӗрпе 2 ывăл çуратса, хăйсем пекех сапăр та тăрăшуллă пулма вӗрентсе ӳстерсе, пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшаççӗ.

Нина Терентьевна ӗмӗрӗ тӗршӗпех колхозра тӗрлӗ ӗçсенче вăй хурать, çулсерен темиçешер гектар чӗкӗнтӗр ӗçе кӗртет. Тивӗçлӗ канăва тухсан та, ӗçне пăрахмасть, вăл çаплах, колхозра маллала ӗçлет.

Реклама

Василий Ивановичăн вара чыс-хисепĕ те пысăк. Унăн ӗçленӗ ӗçне чысласа панă наградисем те нумай. Чăннипех те кулленхи пурнăçра та, ĕçре те харсăрлăхпа, яваплăхпа, тăрăшулăхпа палăрать вăл. Ӗмӗрӗ тăршшӗпе сывă пурнăç йӗрки тытса пырать.

– Атте пирӗн яланах вырăнти ӗçсенче пулчӗ. Малтанласа колхозра учетчик, нумай çул бригадир, каярахпа Упи ялӗнче сысна фермин заведующийӗ пулса вăй хучӗ. Пилӗк Упи ялӗнче те ăна пурте лайăх енчен çеç пӗлеççӗ, вăл яланах хисепре пулчӗ, халӗ те çаплах. Пире те, ачисене, аннепе иккӗшӗ пăхса ӳстерсе, пӗлӳ парса, пурнăç çулӗ çине тăма пулăшрӗç, тавах аттепе аннене, – тесе каласа парать ӗç ветеранӗн аслă хӗрӗ Василисса Васильевна.

Василий Ивановичпа мăшăрӗ килӗштерсе 63 çул пӗрле пурăнаççӗ. Виçӗ çул каялла, питӗ шел, мăшăрӗ çут тӗнчерен уйрăлса каять. Хӗрӗсем тата пӗр ывăлӗ çемйисемпе Ульяновск, Хусан  тата Шупашкар хулисенче пурăнаççӗ. Кӗçӗн ывăлӗ, Петр Васильевич вара, çемйипе ялта ӗçлесе пурăнать, вӗсем яланах ашшӗ патне килсе çӳреççӗ, пулăшаççӗ, çаплах, ытти ачисем те час-часах тăван киле килсех тăраççӗ. Паянхи кун ветеранăн 13 мăнукпа 16 кĕçĕн мăнук, вӗсем хăйсен çитӗнӗвӗсемпе кукашшӗ-аслашшӗне савăнтарса тăраççĕ.

Юбилей кунӗсенче те хӗрӗсемпе ывăлӗсем, мăнукӗсемпе кӗçӗн мăнукӗсем пурте пуçтарăнса килнӗччӗ, юбилейпе ăшшăн саламласа, ырлăх-сывлăх, тăван кил ăшшине упраса нумай çул пурăнма сунчӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев