Ӗмӗр-ӗмӗр,Мухтав сана, салтак!
Хыпарсем

Ӗмӗр-ӗмӗр,Мухтав сана, салтак!

Февралӗн                       23-мӗшӗ – Тӑван çӗршыва хӳтӗлевçин кунӗ умӗн, район центрӗнчи Ӗç тата Çар Мухтавӗ монуменчӗ умӗнче митинг иртрӗ.

Митинга хутшӑнакансем Ӗмӗр сӳнми вут умне чечексем хучӗç тата пуç хунă салтаксене пӗр минут шăп тăрса аса илчӗç.

Мероприятире организацисемпе учрежденисенче ӗҫлекенсем, общество организацийӗсен представителӗсем, вӗренекенсемпе район ҫыннисем хутшӑнчӗҫ.

Уявпа район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, ветерансен совечӗн ертӳçин çумӗ Рустам Хамидуллин тата вӑрҫӑ юхăмӗн ветеранӗсен совечӗн ертӳçи Виктор Петухов саламларӗç.

– Тӑван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗ – пӗтӗм халӑх уявӗ.  Вӑл –  вӑй-хăвата, тӳсӗмлӗхе, хӗрхенӗве тата тӑван ҫӗре юратнине символласа парать. Уяв пире пурне те Тӑван çӗршыва юратнăран пӗрлештерет.

Ҫак кун эпир Тӑван çӗршыв хуралӗнче тӑракан хамӑр паттӑрсене аса илетпӗр те вӗсемпе мăнаçланатпӑр. Районта пурӑнакан 14 пин ытла ҫын Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хутшӑннӑ, 200 яхӑн каччă Афганистан вӑрҫинче, 90-е яхӑн каччă Чечня Республикинче службăра тăнă. Паян та ҫар ретӗнче пирӗн 70-е яхӑн каччă хӑйсене шанса панӑ тивӗҫе чыслӑн пурнӑҫлать, тӑвансемпе ҫывӑх ҫынсен тӑнӑҫлӑхӗпе лӑпкӑлӑхне упрать, Тӑван çӗршыва хӳтӗлес енӗпе хăйсенчен пай кӗртет. Вӗсенчен кашнине тав тӑватпӑр, вӗсен паттӑрлӑхӗ умӗнче пуҫ таятпӑр.  Çӗршывра тӑнӑҫлӑх хуҫалантӑр, тӳпе таса, кунӗсем ҫутӑ пулччăр, – тесе палӑртрӗ Марат Гафаров.

 


Нет комментариев