Мария аппа 90 ҫул тултарчӗ
Юбиляра район пуçлăхӗн çумӗ Алексей Ярухин саламларӗ. Ӑна РФ Президенчӗн саламлă çырăвне тата район Пуҫлӑхӗн ячӗпе парне пачӗ.
Мария Зеленкова Тутар АССР Ҫӗпрел районӗнчи Чӑваш Ишлӗ ялӗнче ҫуралнӑ.
Хӗллехи тапхӑрта ачисем патне хӗл каҫма каять. Хӗрӗсем пӑхаҫҫӗ ӑна. Хальхи вӑхӑтра вӑл килӗнче пурăнать. Мăшăрӗ Иван Герасимович 1992 ҫулта çут тӗнчерен уйрăлса кайнă. Мăшăрӗпе вӗсем 4 ача ҫуратса ӳстернӗ.
Мария Зеленкова ӗҫ ветеранӗ, тыл ӗçченӗ. Тӑван колхозӗнче 40 ҫул вӑй хунӑ. Йывӑрлӑхсем вара нумай пулнӑ.
Хӑйӗн пурнӑҫ ҫулӗ ҫинче хурипе шуррине сахал мар ас тивме тӳр килнĕ пулин те, унра чун хĕлхемĕ сӳнмен.
Вӑл хӑйӗн шӑпине нихӑҫан та ӳпкелемен. Мария Никифоровна ҫирӗп те ырă чунлӑ ҫын.
Паян вӑл пуҫ тӑрринче уяр тӳпешӗн, кашни çӗнӗ куншăн савӑнать. Ачисене хăйне хисепленӗшӗн тата ӑна пӑхнӑшӑн чун-чӗринчен тав тӑвать.
Нет комментариев