Лицей базинче – интернат
Интернат тӑвасси пирки сӑмах тахҫанах пырать. Ку енӗпе ӗҫсем вӗҫленсе те пыраççӗ
Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен пуçласа Кивӗ Ҫӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейра икӗ хутлӑ интернат корпусӗ ӗҫлеме пуçлӗ. Халӗ унта вӗренекенсене пуçтараççӗ. Интернат 50 ача валли шутланать.
Вӗренӳ заведенине таврари ялсенче пурăнакан ачасем килеççӗ – вӗсемшӗн пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан ятарлӑ классем йӗркеленӗ. Лицейри классене вӗренекенсене шалти экзаменсене тӗпе хурса йышăнаççӗ.
Çӗнӗ интернат корпусӗнчен тӗп вӗренӳ ҫуртне ăшă коридор урлӑ ҫеҫ каçмалла пулать. Кунта пӳлӗмсене хальхи оборудованисемпе туллилентернӗ уроксене хатӗрленмешкӗн те пӳлӗмсем пур. Икӗ тата тăватă вырăнлă пӳлӗмсенче вӗренекенсемшӗн пурӑнма мӗнпур условисене йӗркеленӗ.
Пӗлӳ паракан учрежденийӗн директорӗ Наталия Маркова пӗлтернӗ тӑрӑх, лицейра вӗренӳ те, апатлану та, пурӑнмалли вырӑн та тӳлевсӗр пулӗ.
– Вӗренекенсем кун тăршшӗнче столовӑйра апатланӗҫ. Кунсӑр пуҫне, ирхи тата каҫхи апат та пулать. Ҫавӑн пекех, экзаменсене хатӗрленме опытлӑ преподавательсен консультацийӗсене илесси, класс тулашӗнчи социаллӑ, культура, пӗтӗмӗшле ӑс-хакӑл çул-йӗр енӗпе вӗренӳ хыççăнхи ӗç-хӗлте активлă хутшӑнма май парӗç. Спортпа интересленме те мӗнпур условисем пур: «Акчарлак» бассейн, «Чемпион» физкультурӑпа сывлӑха ҫирӗплетмелли комплекс, «Алтын» пӑр арени, – тет вăл.
Пӗлӳ паракан çуртра 10-11-мӗш классенче икӗ профильлӗ: наукăпа практика (химипе биологи предмечӗсене тарӑнрах вӗренесси) тата технологиллӗ (физикӑна, информатикӑпа математикӑна тарӑнрах вӗренесси) çул-йӗр енӗпе вӗрентеççӗ. Лицей Ульяновск патшалӑх педагогика университечӗпе тачă ҫыхӑнура тăрать. Вӗренекенсем уйăхсерен пӗлӳ паракан заведенисен преподавателӗсем вӗрентнипе пӗлӗвӗсене ӳстерӗç. Тата тепӗр пӗр паха ен: Тутарстан Республикинчи аслă вӗренӳ çурчӗсемпе пӗрле ӗҫлессине те шута илӗç.
– Лицейăн алӑкӗсем пуриншӗн те уҫӑ. Пирӗн пата вӗренме килес текенсене эпир кӗтетпӗр, – тет лицей директорӗ Наталия Маркова.
Тӗплӗнрех информацие 8(84375) 2-21-98 телефон номӗрӗпе пӗлме, ҫавӑн пекех, лицей сайтӗнче паллашма пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев