Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - Гаилә елы
Хыпарсем

Ленинград блокадине татнă куна палӑртса ирттерчӗҫ

Январӗн 27-мӗшӗнче, Ленинград блокадине татнăранпа 77 ҫул çитнине халалланă Çӗпрел районӗнче асăну  митингӗ пулчӗ.

Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин историйӗнче чи трагедиллӗ пулӑмсенчен пӗрне аса илме район ертӳҫисем, ветеран-афганецсем, ӗҫ коллективӗсен представителӗсем, вӗренекенсем пуçтарăнчӗҫ.

Ленинград 1941 ҫулхи сентябрӗн 8-мӗшӗнчен пуҫласа 1944 ҫулхи январӗн 27-мӗшӗччен –  872 куна блокадӑра пулать. Хулара  2,5 миллион ҫын юлать.

Блокадăн пӗрремӗш кунӗсенченех фашистсем хула çийӗн бомбӑсем пӑрахма пуҫлаççӗ. Чи кăткăсси – салтаксене тата хула ҫыннисене апат-ҫимӗҫпе тивӗçтересси. Пулнă запас часах пӗтет. 1941 ҫулхи сентябрӗн 2-мӗшӗнчен апат-ҫимӗҫ карточкисем кӗртеççӗ. 1941 ҫулхи декабрӗн 25-мӗшӗнчен Ленинградра пурăнакансем  200-350 грамм ҫӑкӑр илме пуҫлаççӗ. Хуйхă кашни ҫемьене килет. Ашшӗ-амӑшӗсен куҫӗ умӗнче ывӑлӗсемпе хӗрӗсем вилеҫҫӗ, ачасем тӑлӑха юлаҫҫӗ. Нумай ҫемьесем пӗтӗмпех вилсе пӗтеççӗ. Анчах ку Ленинград çыннисене çӗнтереймест.

Блокадăри хулана хăтарассишӗн апат-ҫимӗҫе, хӗҫпӑшала пӗртен-пӗр ҫулпа – Ладога кӳлли урлӑ ăсатаççӗ. Çакăнпа – шӑннӑ кӳлӗ урлă иртекен палăрнă  «Пурнӑҫ ҫулӗ»пе 152 кун усă кураççӗ. Çавна май Ленинград çыннисене выçлăхран хăтарса хăвараççӗ.

Митингра Çӗпрел çыннисем Ӗмӗрлӗх вут умне чечексем хучӗҫ, блокадăра вилнисене пӗр минут шăп тăрса аса илчӗç.

– Паян  блокадăллă Ленинградра мӗн пулса иртнине куҫ умне кӑларса тӑратма йывӑр, – тесе палӑртса иртрӗ Ҫӗпрел районӗнчи Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Данис Сатдинов. – Пирӗн тивӗç – вăрçă пулăмӗсене,  шăписем çак вăхăтпа çыхăннă паттăрсем çинчен асаилӳсене сыхласси, çамрăк ăру патне илсе çитересси.

Ҫӗпрел районӗнчен фронта кайнӑ салтаксемшӗн те çак блокада аяккинчен иртмест. Çӗршер Çӗпрелӗн салтакӗ хулана фашистсенчен хӑтарнă çӗрте хутшӑнать, пуç хурать. Çак трагедиллӗ кунсем ҫинчен Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицейра вӗренекенсем – «Юнармейцы» отрядăн  представителӗсем те «Блокадăллă Ленинград» представленипе аса илчӗҫ.

2020 ҫул – Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине уявламалли çул пулчӗ тата пирӗн ҫӗршывра вӑл Астăвăмпа Мухтав çулталăкӗн эгидипе иртрӗ. Ҫак истори датипе митингра Астăвăм тата Мухтав çулталăкӗн Ӗç тăвакан дирекцийӗн ертӳçин Тав çырăвӗпе «Çар юхăмӗсен  ветеранӗсен Совечӗ» вырăнти обществăлла организацийӗн ертӳçи Виктор Петухов тата «Форпост» организацийӗн директорӗ Ильдус Валиуллин парнеленчӗç.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев