Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Кӗрхи ярмăрккӑсенче тулăх продукци

Хусанта ҫулсерен ирттерекен ялхуҫалӑх ярмăрккисем пуçланчӗç

 

Иртнӗ шӑматкун пирӗн район та тӗп хуламăрăн Киров районне кайрӗ. Хуҫалӑхсем, фермерсем, ял тӑрӑхӗсем 29 машинӑпа уй-хирсенче, фермӑсенче туса илнӗ продукцие сутма илсе кайрӗç.

Суту-илӳ ирех пуҫланчӗ, сакӑр сехет тӗлне нумайӑшне сутса пӗтернӗччӗ ӗнтӗ, тесе пӗлтерчӗ пире районти Ӗҫ тӑвакан комитетӑн экономика ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен çумӗ Ильмир Измайлов.

– Район аграрийӗсем хула ҫыннисене аш-какай, сӗт-ҫу, купӑста, ҫӗрулми, тырӑ сӗнчӗç. Пурне те йӳнӗ хакпа. Хулан ку пайӗнче уйрӑм ҫуртсем нумай пулнӑран выльӑх-чӗрлӗхпе кайӑк-кӗшӗк апачӗ те сутрӗç. Пирӗн хуҫалӑхсем, ярмăрккӑна кайма хатӗрленнӗ чух, ҫакна яланах асра тытаççӗ. Ял тӑрӑхӗсем пахчаҫимӗҫ, уйрăм хуçалăхсенчен пыл та илсе килнӗччӗ. Ҫак кун суту-илӗве 2,6 миллион тенкӗлӗх тавар сӗнчӗç, – терӗ вӑл.

Ярмăрккӑра йӑлана кӗнӗ тăрăх, районти  творчествопултарулӑх артисчӗсем те туянакансене илӗртсе тăчӗç, юрă-ташă парнелерӗç.

Ку пӗрремӗш ярмăркка пулчӗ. Ҫӗпрел ҫыннисем ӳстернӗ апат-çимӗçе кашни икӗ эрнерен, кашни шӑматкун, хулана илсе кайӗç, ярмăрккӑна вара, тӗп хулара пурӑнакансене тимлӗхе илмелӗх йӗркелӗç. Ярмăрккӑсем декабрь уйӑхӗ вӗҫленичченех тӑсӑлӗҫ.

Ярмăрккӑри хӑш-пӗр хаксем: ҫӗрулми – 18, кишӗр – 23, сухан – 25, ыхра – 100, хӗрлӗ кӑшман – 15, купӑста – 13 тенкӗ. Ҫӑнӑх: пысăк сортли – 1250, пӗрремӗш сортли – 1150 тенкӗ. Пыл – 350 тенкӗ (кг). Сӗт – 40 тенкӗ (литр).

Справка

Хамăр патăрта та çавăн пек ял хуçалăх таварӗсечен тăракан ярмăрккă кашни çулти пекех Ватăсен кунӗ умӗн пулӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев