Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Космоса ҫулҫӳреве

Усăллă урок

 

П.В.Дементьев музейӗнче Космонавтика кунне палӑртма, Çĕнĕ Упири тĕп шкулта вĕренекенсем валли «Космоса парӑнтарни» музей урокӗ иртрĕ.

Мероприятие хут-шӑнакансем космоса алла илес ӗҫре «малтанхи» пулӑмсем ҫинчен нумай интереслине пӗлчӗҫ: пĕрремĕш космонавт Юрий Гагарин, хӗрарӑм-космонавт Валентина Терешкова ҫинчен, Шуршӑлта ҫуралнӑ, тӗнче уҫлӑхне ҫӗкленнӗ чӑвашсен мухтавлӑ «кӑйкӑрĕ» Андриян Николаев пирки те мӑнӑҫланса калаҫрӗҫ.

Иккӗмӗш пайра «Ҫӑлтӑрлӑ сехет» вӑйӑра хӑйсен пӗлӗвне  тӗрӗслерӗҫ, космос енӗпе тавракурăмне анлӑлатрӗҫ тата пуянлатрӗҫ. Пулас космонавтӑн сывлӑхлӑ та ҫирĕп хул-ҫурӑмла та пулмалла, спортпа та туслашмалла.

Космонавтика кунӗ ячӗпе ирттернӗ урок, çӗр ҫинчи пӗрремӗш космонавт Юрий Гагарин 1961 ҫулхи апрелӗн 12-мӗшӗнче «Восток-1» космос карапӗпе вӗҫсе хӑпарас умӗнхи вӑхӑтӗнче каланӑ «Кайрӑмӑр!» сӑмахпа вӗҫленчӗ.

Уява пӗтӗмлетӳ туса ачасем ҫӗршывшӑн мӑнаҫланнине, патриотизм пахалӑхӗсене ӳстерме пулӑшасса тата вӗсен хушшинчен те пулас космонавтсем ӳссе ҫитӗнессе, шанас килет.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев