Контрактник Сергей
Упи ялӗнче çуралса ӳснӗ Сергей Витальевич Скорняков çар службине контрактпа иртет.
Сергее Мускав ҫывӑхӗнчи Балашихӑри ҫар чаҫӗсенчен пӗрне службӑна илеççӗ. Дисциплинăллă, командирӗсен приказӗсене лайӑх пурнӑҫлакан, пӗлӳллӗ каччăна часть командованийӗ хӑвӑрт асӑрханӑ, ӑна службӑна контрактпа иртме сӗнеççӗ. Сергей ашшӗ-амӑшӗпе канашланӑ хыҫҫӑн ҫак сӗнӗве пӗр иккӗленмесӗр йышӑнать, контракт ҫине икӗ ҫуллӑха алӑ пусать. Акӑ вӑл хӑйӗн службине иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ «Росгварди» подразделенийӗнче иртет.
Кунта вӗреннӗ ҫамрӑк контрактник-салтака оперативлă пӗлтерӗшлӗ ҫар чаҫӗсен подразделенийӗсен командирӗсен программи енӗпе вӗрентеҫҫӗ тата кӗҫӗн сержант ятне параҫҫӗ.
Паянхи кун вӗсем «Росгварди» подразделенийӗ, совет халӑхӗ фашизма ҫӗнтернӗ ятпа майӑн 9-мӗшӗнче Хӗрлӗ площадьре иртекен Мускав гарнизонӗн чаçӗсен ҫар парадӗнче хутшăнма хатӗрленеççӗ, тет. Кун çинчен пире амăшӗ Алевтина Скорнякова каласа пачӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев