Кивӗ Кахăрлă ялӗнче диван-кравать тӑвакан цех уҫӑлнӑ
Хăйӗн пурнăçне хăй илем кӳрет
Ӗҫне юратса пурнăçлакан, тăрăшуллă ҫынсем телейлӗ те илемлӗ пурӑннине эпир пурте пӗлетпӗр. Кивӗ Кахăрлă ялӗнче çуралса ӳснӗ, паянхи кун Ульяновск хулинче пурăнакан Ринат Камалов та хăйӗн ӗçне юратса пурнăçлакансенчен пӗри.
Ринат Рафагатьпа Файза Камаловсен ывăлӗ. Рафагать Камалов «Ялкын» колхозра шофер пулса ӗçлесен, унăн мăшăрӗ Файза аппа столовӑйра повар пулса вăй хурать. Ҫемьере виҫӗ ачаран асли пулнӑран, Ринатӑн ҫамрӑкранах ашшӗ-амӑшне хуҫалӑхра пулӑшма тивнӗ. Вӗсем ӗҫре пулнӑ вӑхӑтра Ринат хăйӗн йӑмӑкне Миляушана тата шӑллӗне Фаритне пăхса тӑрать.
Кивӗ Кахăрлă вӑтам шкулӗнчен вӗренсе тухсан, вӑл çар комиссариачӗ урлӑ Теччӗ хулинчи ДОСААФра вӗренсе, водитель удостоверенине илсе тухать. Вӗреннӗ хыҫҫӑн, колхоза ӗҫлеме килет, ҫулталӑк хушши шофер, тракторист пулса ӗҫлет. Унтан каччă Пермь облаҫӗнчи Кунгур хулинче ҫар службинче тӑрать.
Ҫартан таврӑнсан, Ульяновск хулине тухса каять, «Авиастар» самолет заводне ӗҫе вырнаҫать. Ӑна вӗренекен пулнă май ӗçе илеҫҫӗ. Унтан завод ертӳçи, вăл лайăх специалист пулассине туйса, вӗрентеççӗ. Кунта вӑл 10 ҫул ытла ӗҫлет.
Анчах ҫӗршывра пуҫланнӑ улшӑнусем Ринат ӗҫлекен завода та, рабочисене те пырса тивеççӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫӗршывра уйрӑм предпринимательлӗх ҫул-йӗрӗ килсе тухать. Ку чухнехи йывӑрлӑхсене ҫӗнтереймесӗр, чылай завод-фабрика хупӑнать, панкрута тухать. Арҫыннăн вара ҫемйине пăхмалла. Ҫавӑнпа Ринат хӑйне урӑх ӗçре тӗрӗслесе пӑхма шутлать.
Çав ҫулсенче уйрӑм предпринимательлӗх (ИП) вӑй илме тытӑнать, тӗрлӗ кооперативсем килсе тухаççӗ. Ринат та ҫавӑн пек кооперативсенчен пӗрне — диван-кравать пек, кил-ҫурт валли сӗтел-пукан хатӗрлекен кооператива — каять. Ринат унта та, кирек мӗнле ӗҫе тытӑнсан та, аптраса тăракансенчен пулмасть. Халӑхра: «Куҫ хӑрать те, ал тăвать», — текен каларăш пур. Малтанласа çак ӗçе пуçăнма пултарăп-ши тесе, тытăннă Ринат каярахпа диван-кравать ӑсталакан чӑн-чӑн ӑста пулса тӑрать.
Ҫителӗклӗ опыт пухнӑ хыҫҫӑн вара: «Мӗншӗн-ха хам пӗлнӗ çак ӗçе тӑванăмсене, ял çыннисене вӗрентсе, ҫак ӗҫӗме тӑван ялта уҫас мар», — тесе шухӑшлама тытӑнать. Хӑйӗн ӗмӗт-шухăшӗсене вӑл тӑван тӑрӑхӗнче пурӑнакан шăллӗне Фарита тата унăн мӑшӑрне Зульхарияна пӗлтерет. Хӑйӗн планӗсем çинчен ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне те, район ертӳçине те ҫитерет. Пурте Ринат пуҫарӑвне ырлаҫҫӗ, кирлӗ пулсан, пулӑшассине те пӗлтереҫҫӗ.
Кӗҫӗн шӑллӗпе Фаритпа пӗрле вӗсем пулас цех вырӑнне палӑртаççӗ. Хӑйсен укҫипе 10×30 метр пысӑкӑш шлакоблоксенчен здани туса хураççӗ. Ку 2020 ҫулта пулать. Здание те тăванӗсемпе пӗрле пухăнса, ют ҫынсене тара тытмасӑр, хӑйсем кăна купалаççӗ. Здание хӑпартса, кирлӗ оборудовани кӳнӗ хыҫҫӑн, коронавирус чирӗпе чирлесе, сасартăк шăллӗ Фарит тата унăн мӑшӑрӗ çут тӗнчерен уйрăлса каяççӗ. Ринат вара пуҫланӑ ӗҫе ҫур çулта пăрахакан мар, шӑллӗне асӑнмалăх пулнă май, мастерскоя оборудованилессине малалла тăсать.
Диван-краватьсене витме кирлӗ материалсене заказ парса та, тӗрлӗ лавккасенчен вӑл хӑй те туянать. Хальхи диван-краватьсене эпир илемлӗ минтерсемсӗр куҫ умне кӑларса тăратма та пултараймастпăр ӗнтӗ. Акă çак минтерсем ҫине чехолсем ҫӗлеме ҫӗвӗ машинкисем те туянать Ринат. Пӗтӗмлетсе каласан, диван-кравать тума мӗн кирлине илсе килсе, ҫуллахи тапхӑрта темиҫе ҫӗвӗҫе тара тытать, мӗн кирлине ҫӗлеттерет.
— Ҫулла пӗр ҫӗвӗҫпе пӗр раскрощицăна ӗçе илтӗм. Вӗсем кирлӗ япаласене эпӗ кӑтартнӑ виҫепе касса, ҫӗлесе те пачӗç. Дивансене заказпа та тума май пур. Заказсене ятарлă виçепе те тăватпăр. Кама мӗнле диван кирлӗ, çавăн пеккине тума заказ пама пултарать.
Дивансен каркасӗсене тимӗртен тӑватпӑр, тимӗре Ульяновск хулинчен илсе килетпӗр, кунта пуҫтаратпӑр. Диван е кравать вара пружинӑллӑ е паралонлӑ-и — заказ параканӑн кăмăлӗ, — тет Ринат Рафагатович.
Чи малтанхи дивансенчен пӗрне кӳрши Ади Мохитов туянать. Вӑл вара:
— Дивансем кивелнӗччӗ ӗнтӗ пирӗн. Эпир ватӑ ҫынсем-ҫке, хула лаввкисем тӑрӑх, е пасарсене ҫӳреме май çук пирӗн. Кӳршӗре пулса курсан, савӑнсах туянтӑмӑр. Малтанлӑха мӗнле материалтан тунине, мӗнлерех пулӗ-ши тесе, кӗрсе пӑхрӑмӑр. Кайран заказ патӑмӑр, хăйсемех кӗрсе виçсе тухрӗç. Хакӗ те хаклах мар, паха та, пире мӗнле кирлӗ, çавăн пек туса пачӗç, — тет вӑл.
Хӑйӗн ӗҫӗн ӑсти пулнипе пӗрлех, чун-чӗри те ырă Ринатăн. Вӗсем хӑйсен тăванӗн Фаритăн тӑлӑха юлнӑ ывӑлне пулӑшса пурӑнаҫҫӗ. Ҫак кунсенче кӑна çар службине вӗҫленӗ Ильнарăн тӗп никӗсне уҫса, мӗнпур тӑванӗсемпе пухӑнса, ăна кӗтсе илнӗ.
Ринатпа Зульхария хӑйсем икӗ ача ҫуратса, пăхса ӳстернӗ. Вӗсен икӗ мӑнук.
Пурнӑҫ ҫапла, илем тупса пурӑнма пӗлсен кăна, илемлӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев