Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Кикбоксинг ӑмӑртӑвӗ

Кикбоксинг — районти спортӑн ҫӗнӗ тӗсӗ. Ун енӗпе занятисем ирттермелли кружока 3 ҫул каялла ҫеҫ уҫнӑччӗ.

Апла пулин те, кикбоксинг районти çамрăксемпе ачасен спорчӗн юратнӑ тӗсӗ пулса тӑчӗ. 

Ҫак кунсенче кӑна турнир ҫакна ҫирӗплетсе пачӗ — вӑл 100 ытла ҫынна хăй патне туртрӗ. Мероприятие «Алтын» спорт комплексӗнче ирттерчӗç тата Луганск, Донецк Халӑх республикисен халăхне хӳтӗлесе пуçне хунă район çыннисене халалларӗç. 

Кикбоксинг, ятӗнченех паллă ӗнтӗ, бокс тата урасемпе тапăннин мелӗсене ҫыхӑнтарать. Кунта хӑрани те пулма тивӗçлӗ мар, ыратнине тӳсме пӗлни те кирлӗ. Паллах, кашни спортсменӑн хӑйне вăй парса тăраканӗсем пур. Куракансем те кикбоксинга хаваслансах пăхаççӗ. 

Ку хутӗнче те ҫаплах пулчӗ. Кӗрешӳ площадкине тухнӑ пӗчӗк спортсменсем те, ҫитӗннисем те хӑйсен ҫӗнтерӗве ăнтăлнине кӑтартса пачӗç. Анчах кашни ӑмӑртăвăн ҫӗнтерӳҫи те пур, тенӗрен, унӑн та çӗнтерттерекенӗ те пулать. Турнирăн йӗркелӳçисем кашни икӗ категорие шута илсе парнесем хатӗрленӗччӗ. Çӗнтерӳçӗсене Кубоксене, медальсене, Дипломсене район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров, район прокурорӗ Олег Гайнутдинов пачӗҫ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев