Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

Христос Турă шыва кĕнĕ кун

Иисус Христос шыва кĕнине январĕн 19-мĕшĕнче палăртрӗç.

Иисус Христос шыва кĕрсе Хăй Турăлăхĕпе ăна тасатнă, шыва çынна тасатакан вăй-хăват панă. Çакна асăнса чиркӳре праçник кунĕнче те, сочельник каçĕнче те (январĕн 18-мĕшĕнче) шыва кĕлтуса тасатрӗç. Ӗненсе çав тасалнă шыва ĕçекенĕн ӳчĕ те, чунĕ те сывалать, курăнман тăшмансене сирсе ярать, тенӗ. Çак шывпа сирпĕтсен кил-çурт усал-тĕселрен тасалать. Çавăнпа çав шыва килте тытса, яланах усă кураççĕ.

Çак кунсенче шыва кĕлтуса тасатма тата çырмана е кӳллӗ, е çăл патне çӳрерӗç. Ĕненекенсем çак вырăнсенче шыва кĕрсе, шывпа сапăнса тасалчӗç.

Кăшарнинче миçе кун шыва кĕме юрать?

Шыва кӗме ҫулталӑкӗпех юрать, анчах та Иисус Христос шыва кӗнӗ кун ҫурҫӗртен пуҫласа ҫур ҫӗрччен кӑна шыв хӑйӗн сиплӗ пахалăхне упрать тесе шутлаҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев