Хӗрарăмсен «Калинушка» вокал ушкăнӗ Халăх ятне тивӗçрӗ
Хыпарсем

Хӗрарăмсен «Калинушка» вокал ушкăнӗ Халăх ятне тивӗçрӗ

Ҫӗпрел районӗнчи Ҫĕнĕ Йĕлмел ялĕн клубĕнче йĕркеленнĕ хӗрарӗмсен «Калинушка» вокал ушкăнĕн чапĕ республикăра кăна мар, унăн тулашӗнче те анлă сарăлнă. Вĕсен юрри-ташши куракансен кăмăл-туйăмне çĕклет, чун-чĕрене савăнăç парнелет.

«Калинушка» ушкăн 1986 çулта чăмăртаннă. Ăна клуб заведующийĕ Наталия Макарова пуçарса янă.

12 çынран тăракан ушкăн яланах пысăк çитĕнӳсем кăтартать. Юлашки вăхăтра вăл тĕнчери онлайн мелпе иртекен конкурс-фестивальсенче хутшăнса, пĕрремĕш тата иккĕмĕш лауреатсен ятне илет.

Иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕн вĕçĕнче «Калинушка» ушкăн Халăх ятне те илме те тивĕçет.

Саламлатпăр! Малашне те ĕçре пысăк çитĕнӳсем тума ырлăх-сывлăх, хавхалану, çăлкуç пек тапса тăракан юрату сунатпăр.

Ěçне кура – хисепĕ. Чăннипех те, вăй хурса илнĕ ят-сума, уншăн мухтанмалăх та, савăнмалăх та пур çав.


Нет комментариев