Хисеплӗ анне
Хыпарсем

Хисеплӗ анне

Ветеран Анне

Кашни ялăн хисеплӗ ҫынни, чӗрӗ историйӗ пур. Кивӗ Чукал ялӗнче пурăнакан Фирюза Нуретдиновна Усманова та – çавăн пек ҫын. Вӑл 25 ҫул хушши, тӗн çул-йӗрӗпе пурăнакан çын, хăйне çак ӗҫе халалланӑ.

Фирюза аппан вырăнӗ малта, чечексем хушшинче. Эпир килнӗ вăхăтра та дисба тытса, ҫав чечексем хушшинче кӗлӗ вулатчӗ. Тавах Турра, кӑҫал 85 ҫул тултарчӗ пулин те унӑн ас-тăнӗ те лайӑх.

«Эпир курманни юлман»

– Эпир питӗ йывӑр пурӑнтӑмӑр, ӗçлемен ӗç те, курманни те юлман, – тесе калаçăва пуçларӗ Фируза аппа. – Аттене вӑрҫа илсе кайнă чухне анне пилӗк ачапа юлать.  Эпӗ ун чухне 4 ҫулта пулнă. Ҫавӑнпа та эпӗ атте фронта тухса кайнине астумастӑп. Вӑрҫӑран таврӑнни вара, куç умӗнчех тăрать. Анчах та аттепе пурӑнма пӳрмен пире. Анне улттăмӗш ачипе йывăр çын пулса юлчӗ, аттене таврӑннă хыççăн, 5 уйӑх иртсен, пытартăмăр. Ҫапла вара ҫемьере кашнин пурнӑҫ йывӑрлӑхгне мӗнле пултарчӗ, çапла туртрӗ.

Фирюза аппа каланӑ тӑрӑх, ачаранах вӑл пӗр ӗҫрен те юлман. Малтан вӑл йӑмӑкӗпе пӗрле амӑшне сельпо кантурне хутса ăшăтма пулăшас тесе ҫӳренӗ. Унтан колхоз столовӑйӗнче ӗçлекенсем патне апат-ҫимӗҫ турттарнă, ялти лавккан урайне ҫунă. Вӗсем нимле ӗçрен те пăрăнман, кашни кун ҫиме апат пултăр тесе çанă тавăрса ӗçе пуçăннă.

– Çав çулсенче чӗрене тивни  – мăян ҫӑкӑрччӗ. Ҫуркунне, ҫӗр юрпа пӑртан хӑтӑлсанах, ҫӗрсе, шӑннӑ ҫӗрулми пуҫтарма тухаттăмăр. Анне ҫак ҫӗрӗк ҫӗрулмирен пашалу пӗҫеретчӗ. Эпир выҫлăха питӗ лайăх туйрăмăр, анчах та анне пире ҫӑкӑр ыйтма кăларса яман. Питӗ ӗçчен пулчӗ анне. Урисем шыҫӑнса, шӑммисем мӑкӑлтаннӑ пулсан та, вӑл пӗр ӗҫрен те юлма, ӗне усрарӗ, пире те ӗҫсӗр тытмарӗ.

Пирӗн ҫиччӗллӗ лампа пурччӗ. Ҫак лампа çутинче эпир кӑмака çумӗнче пуçтарăнса каçсене ирттереттӗмӗр. Кӳршӗри Сахиба аппа краҫҫын илме кӗретчӗ те: «И, ачамсем, сирӗн ҫурӑмăрсем питӗ ӑшӑ», – тесе ачашласа илетчӗ. Çав çулсенче камăн та пулсан пӳртӗнче лапма çути курăнсан, çутă илме çӳретчӗç. Пирӗн çутă пурччӗ, мӗншӗн тесен ӗне пурччӗ: анне сӗт, ҫу парса краҫҫын илетчӗ...

Ӗç çулӗсем, пурнăç çулӗ...

Фирюза аппан пурнӑҫӗн ытларах пайӗ лавкка ӗçӗпе ҫыхӑннӑ. Çак ӗç вӑл 15-16 ҫулсенче пуçăннă. Ӗҫ укҫине сахал тӳленӗ пулин те, стажа ҫырӑнман вӑл. Ӗҫ кӗнеки 18 ҫула ҫитсен кӑна уҫӑлать.

Вӗсен ялӗнче ача сачӗ уҫсан, вăл унта ӗҫлеме пуçланине те каласа хăварас пулать.  Çакă 1970 ҫулсенче пулать. Унта ачасем нумай, пӗчӗк ачисем тутă пулччăр тесе те ял халăхӗ кăмăлласах илсе килет ачисегне ача садне. Нумай ачаллӑ ҫемьерен тухнӑ ҫав ача садне ҫӳренӗ пӗр хӗрача халӗ те хӑйӗн воспитательне хисеплесе аса илет. Нумай çул иртсен те вăл пурҫӑн кӗпе илсе килсе тăхăнтартни çинчен халӗ те калаçать Фирюза аппа.

1990 ҫулччен Фирюза аппа ял лавккинче ӗҫлет. Патшалӑха ҫӑмарта, сӗт, ҫӑм, 40-шер килограмм аш та пуҫтарса параҫҫӗ.

Пӗр ял çыннипе Мирзазянпа пӗрле вӗсем ултӑ ача пурнӑҫне парнеленӗ. Тӗпчӗкки çамрӑкла чирлесе вилнӗ. Мирзазянӗ те 2000 ҫулта çут тӗнчерен уйрăлса кайнă.

Хуйхи-сйхи те сахал мар пулнă. 80-мӗш ҫулсенче тӗп никӗсрен куçса тӗпленӗ çуртран нимӗн те юлман, ҫӗнӗрен туса лартаççӗ.

Паян Фирюза аппа Ильдар ывӑлӗпе тата кинӗпе Залифапа пурӑнать. 10 мӑнук, 12 кӗçӗн мӑнукӗ ырӑ йӑха тӑсакансем.

Тӗне хисеплесе

Тӗн ҫулӗ ҫине тăнăранпа вӑл пӗр кун та сиктермесӗр типӗ (ураза) тытать, кӗл тăвать.

25 ҫул хушшин вӑл  – ял çыннисем ирттерекен Коран апатӗнче хисеплӗ хӑна, унта кӗлӗ вулать. Паян та унӑн алӑкӗсем хупӑнмаҫҫӗ. Пӗрисем хӑнана чӗнеҫҫӗ, теприсем вилнисемшӗн кӗл тума парне кӳреççӗ.

Телейлӗ ватлӑхне те Турӑ панӑ парне вырӑнне хурса йышăнать Фирюза аппа. Пурнӑҫ девизӗ «Çăтмах аннесен ури айӗнче» текен каларăша пурнăç девизӗ пулса йышăннă хӗрӗсем, ывăлӗсем те ăна ача пекех пăхаççӗ.

– Пурнӑҫ илемлӗ, пурӑнас килсе кăна тăрать. Эпир мӗн курни урӑх ан пултӑрччӗ, – тесе кӗллине вулать вăл.

 


Нет комментариев