Хăйӗн телейне уй-хирте тупнă
Хыпарсем

Хăйӗн телейне уй-хирте тупнă

Николай Архипов уй-хирте кăçал вӑтӑрмӗш ҫуркуннене кӗтсе илет.

Вӑл Иван Николаевичпа Елизавета Петровна Архиповсен 8 ачаллă çемйинче иккӗмӗш  ачи пулса çут тӗнчене килет. Малта пыракан механизатор пулнӑскер ашшӗ, ывӑлне Николая пӗчӗкренех хӑй çумӗнче трактор çине лартса çӳреме пуçлать. Ун ҫинчен Николай хӑй:

– Малтанах эпӗ трактор, комбайн çинчеччӗ. Ҫитӗнсе ҫитсен, атте çумӗнче комбайнер пулӑшуҫи пулса ӗҫлеме пуҫларăм. Техникӑна, ҫӗре юрататасси ун чухнех йӗркеленнӗ пулас, – тет.

8 класс хыҫҫӑн, техникăпа юнашар пулас ӗмӗчӗ Николая Чӑваш Республикин Ҫӗрпӳри совхоз-техникумне илсе килет. Ӑна ӑнӑҫлӑ вӗҫлесе, техник-механик специальноҫпа диплом илсен тӑван ялне таврӑнать. Ҫав ҫулах 18 ҫул тултарнă Николая салтака илсе каяççӗ. Салтак службине Вӑл Северо-Курильск утравӗ ҫинче, чикӗри ҫарсенче ирттерет.

Ҫар службине 1991 ҫулта вӗҫлесен, тӑван ялне таврӑнать. Тӑрӑшуллӑ каччăна ун чухнехи «Ильмово» колхоза ӗçе чӗнеççӗ. Ҫамрӑк каччăна «ДТ-75» трактор шанса параççӗ. Ҫав тракторпа Николай виҫӗ ҫул ӗҫлет: çӗр сухалать, акмалли ҫӗрсене те ӗçе кӗртет, хӑйне мӗн хушнине чыслăн пурнăçлама тăрăшать. 1994 ҫулта вара, ӑна «МТЗ-80» трактор параççӗ. Ҫуркунне-кӗркунне вӑл ака-суха тӑвас, çӗре ӗҫе кӗртес ӗçсене пурнăçласан, ҫулла «Нива» комбайн ҫине ларса, хӑй акнӑ уй-хирти анасем çинче тыр çи ӗçӗсенче хутшӑнать. Ялсене ют ҫӗршывра туса кăларнă тракторсем илсе килме пуçласан, ӑна чи малтан Николай Ивановича параççӗ. Ку чӗкӗнтӗр пухакан «Клейн» комбайн пулать. Ҫак техника ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене вӗреннӗ хыҫҫӑн, вӑл чӗкӗнтӗр кăларнă çӗрте хутшӑнать.

2004 ҫулта районта «Ак Барс-ҫӗпрел» агрофирма йӗркеленет (каярахпа вăл «П.В.Дементьев ячӗллӗ агрофирма» пулса тăрать). Ҫак агрофирма йышне Николай Иванович ӗҫлекен Çӗнӗ Йӗлмел хуҫалӑхӗ те кӗртет. Паллах, агрофирмӑра ют ҫӗршывра туса кăларнă пысӑк тухӑҫлӑ тракторсем нумай пулаççӗ. Вӗсенчен пӗрне –  «Фенд» маркӑллă трактора Николая шанса параççӗ. Кӑҫал вӑл çак тракторпа ӗçлеме пуçланине 18 ҫул пулать. Çак тракторпа вӑл çӗр сухаласси, ака валли тăпра хатӗрлесси пек ӗҫсене пурнăçлать.

«Ӗҫе юратакан телейне тупать» текен халӑх каларӑшӗ пур. Ӑста механизатор Николай Архипов хӑйӗн телейне уй-хирсенче тупнӑ. Эпӗ хамӑн пурнӑҫа уй-хирсӗр, техникӑсӑр куç умне кăларса тăратаймастăп, – тет вӑл.

30 ҫул ытла пурнăçне ҫак йывӑр, анчах хисеплӗ те пархатарлӑ ӗҫе халалланӑ механизатор, кирек мӗнле техника çине ларсан  та ăна вăл пилӗк пӳрне пек пӗлет. Ӗҫре тӗлӗнмелле тӗрӗслӗхӗпе уйрӑлса тӑрать.

Кашни ҫул тенӗ пекех Николай Архипов район шайӗнче ирттерекен малта пыракансен слетӗнче те хутшӑнать, ӑна йыхравлаҫҫӗ тата районти Сабантуйра малта пыракансене парнелемелли уява та чӗнтерсе, парнелеççӗ ăна. Пӗр ҫулхине ăна Хусанта Баскет-Холл ятлӑ кану центрӗнче иртекен ӗçре малта пыракансен слетӗнче те хутшӑнма тӳр килнӗ. Унӑн чыслă ӗҫне тӗрлӗ ҫулсенче панӑ Хисеп грамотисемпе парнесем те çирӗплетеççӗ. 2016 ҫулта Ӑна Тутарстан Президенчӗ Тав тунӑ. «Ак Барс-Холдингран» тӗрлӗ ҫулсенче I, II, III степеньлӗ Дипломсене тивӗҫнӗ. Нумаях пулмасть  ял хуҫалӑх отраслӗнче  «П.В. Дементьев ячӗллӗ агрофирма» обществăн Аслă Аксу филиалӗн тракторист-машинистне Николай Архипова тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн,  Тутарстан Республикин Президенчӗн Указӗпе, «Тутарстан Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑхӗн механизаторӗ» текен хисеплӗ ята панӑ.

Ҫемьере ӗнтӗ ҫакна хӑнӑхнӑ: вăл уй-хир ӗçӗсен вӑхӑтӗнче килтен тул ҫутӑлнӑ чух тухса кайса, ҫӗрле ҫеҫ таврӑнать. Тепӗр тесен, унӑн мӑшӑрӗ Надежда Владимировна та ял хуҫалӑх отраслӗнче ӗçлет: вăл Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи таварлă сӗт-çу фермин доярки. Ҫемьере ӑшӑ атмосфера, пӗр-пӗрне ӑнлану пулмасан, ӗҫрен сана пӑшӑрханса-тунсăхласа кӗтсе илекен ҫын пулмасан, ăнăçусем тума пулмасть те пуль. Архиповсен ҫемйинче килти хуҫалӑхра та ӗçре уйрăмлăх ҫук: кам ӗлкӗрет – ҫавӑ ӗҫлесе тăрать. Хӑйсен хӗрӗсене те хӑйсем тӗллӗн пурӑнма хатӗрленӗ. Аслӑ хӗрӗ Елена качча тухнӑ, иккӗмӗш хӗрӗ Ольга – Ульяновск хулинче, кӗҫӗн хӗрӗ Елизавета Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗнче, вӗренет.

Архиповсен механизаторсен  династине Иван пиччен икӗ ывӑлӗ: Николай (манӑн статьян геройӗ) тата Петр малалла тӑсаççӗ. Петр Архипов (ҫемьери кӗҫӗнни) паянхи кун «П.В. Дементьев ячӗллӗ агрофирмăра» малта пыракан комбайнерсенчен пӗри шутланать.

 


Нет комментариев