Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

«КЭС-БАСКЕТ» – чи вӑйлисене палӑртрӗ

Ноябрӗн 11-12-мӗшӗсенче районта «КЭС-БАСКЕТ» шкулти баскетбол лигин муниципаллӑ тапхӑрӗ иртрӗ.

Малтанхи кун ӑмӑртусем хӗрарӑмсен командисем хушшинче, иккӗмӗшӗнче – арҫынсен командисем хушшинче иртрӗҫ.

Спортсменсене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин ҫумӗ Айрат Залялов, ҫамрӑксен ӗçӗ тата спортпа туризм пайӗн пуҫлӑхӗ Руслан Вильданов саламларӗç.

Ӑмӑртура ҫӗнте-рессишӗн хӗрсен – 12, каччӑсен хушшинче  13 команди кӗрешрӗç, вӗсем виҫӗ ушкӑна уйрăлнăччӗ –  «А», «Б» тата «В». Вӑйӑсем 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗн спорт залӗнче, «Алтын» тата «Чемпион» спорт комплексӗсенче иртрӗç.

Турнирăн пӗтӗм-летӗвӗсем тӑрӑх, хӗрсен хушшинче призлӑ вырӑнсене: 1-мӗш вырӑна – Шланка вăтам шкулӗн команди; 2-мӗш вырӑна – Çӗнӗ Йӗлмел вăтам шкулӗн команди; 3-мӗш вырӑна – Аслӑ Аксу вăтам шкулӗн команди çӗнсе илчӗç.

Каччăсенхушшинче: 1-мӗш вырӑна 1 номерлӗ Кивӗ Çӗпрел вăтам шкулӗн команди; 2-мӗш вырӑна – Кивӗ Çӗпрелӗнчи нумай профильлӗ лицей команди; 3-мӗш вырӑна – Аслӑ Аксу вăтам шкулӗн команди çӗнсе илчӗç.

Призерсене пурне те Дипломсемпе тата кубоксемпе чысларӗç. Турнирӑн чи лайӑх выляканӗсем Шланка вӑтам шкулӗн вӗренекенӗсем Диана Миначевапа Артур Низамов пулчӗҫ.

Турнир шайӗнче «Ӗҫе тата хӳтӗлеве хатӗр» Пӗтӗм Раҫҫейри физкультурӑпа спорт комплексӗн (ГТО) нормативӗсене пама мобильлӗ площадкӑсем йӗркеленӗччӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев