Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Иван Яковлевич Яковлева – 175 ҫул

Фестиваль

Апрелӗн 13-мĕшĕнче Упири Культура ҫуртĕнче чӑваш халӑхне ҫутта кӑларакан Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине халалланӑ «Эпир Улăп йăхĕнчен» ачасен регионсем хушшинчи фольклор фестивалĕ иртрĕ. Йĕркелӳҫисем – районти вĕрентӳ пайĕпе Упири вӑтам шкул пулчĕç.

Фестиваль  И.Я.Яковлев пултарулӑх еткерлӗхне вӗренес, фольклор пултарулӑхне явӑҫтарассине тӗпе хурса шкул коллективӗсене тупса палӑртас тата аталантарас, чӑвашсен йӑлана кӗнӗ культурине упраса хӑварас, ҫӗнӗрен чӗртсе тӑратас тата ҫӗнетес, наци йӑли-йӗркисене упрас тата аталантарас пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлессине ҫирӗплетес тĕллевпе иртрĕ.

 Хӑнасем фойере йĕркеленĕ чӑваш наци эрешĕсемлĕ ал ĕҫĕн куравĕпе паллашма пултарчĕҫ.

 Уява Упи вӑтам шкулӗн директорĕ Сергей Агафонович Молгачев уҫса тараватлӑ Упи тӑрӑхне килнишĕн хутшӑнакансене тав сӑмахĕсене пĕлтерчĕ, кашнине ӑнӑҫусем сунчĕ.

 «Сувар» хаҫатӑн тĕп редакторĕ Ирина Трифонова та чӑваш чĕлхине манмалла маррине, таҫта аякра пурӑнсан та калаҫмаллине чун витĕр каларĕ. Хӑш-пĕри мĕн тума кирлĕ тесен те, йӑнӑшаҫҫĕ. Ашшĕ-амӑшĕсем те «мухтанаҫҫĕ» ачи вырӑсла пупленишĕн. Çакӑ питĕ хурлантарать те.

 Хутшӑнакансем те районти шкулсенчен кăна ҫеҫ мар,  кӳршĕ регионсенчен те килсе ҫитнĕ. Çĕпрел районĕнчи – Çĕне Упи, Упи, Хурӑнвар-Шӑхаль, Хулаҫырми, Чӑваш Çĕпрел, 1 номерлӗ Кивĕ Çĕпрел вăтам шкулӗ, нумай профиллĕ лицей тата ача сачĕ, Анат Чакӑ, Кивĕ Шемĕршел, Алешкин-Саплӑк, Кивĕ Тӑваньел пуҫламӑш шкул-ача сачĕ, Çĕнĕ Йĕлмел, Матак шкулĕсем, Пӑва районĕнчи Кушникри вӑтам, Чӑваш Киштекри тĕп шкул, Патӑрьел муниципаллӑ округĕнчи Патӑрьелĕнчи Алманчӑри тĕп шкулсем, Шӑмӑршӑ муниципаллӑ районӗнчи Пӑчӑрлӑ Пашьелĕнчен, Чĕмпĕр облаҫĕнчи Чӑнлӑ районĕнчи Кивĕ Улхашран пултаруллӑ вĕренекенсем пуҫтарӑннӑччӗ.

 Фестиваль пурĕ 5 номинаципе, тĕрлĕ ушкӑнра 7-17 ҫулхи ӳсĕмрисем  хушшинче иртрĕ.

«Халӑх театрĕ» номинацире – улах каҫне, пир ҫапнине, выртмара, салтака ӑсатни, ҫимĕк уявĕ, юмӑҫ пӑхни, чӑваш вӑййи – уявсен тĕслĕхĕсемпе паллаштарчĕҫ.

«Драматурги» номинацире Иван Яковлевăн произведенийĕсем тӑрӑх сцена ҫинчи ӑсталӑха – «Лаша шырани», «Сармантей», «Уҫӑлма тухнӑ шӑши ҫури», Яковлев халалĕ – кӑтартса тĕлĕнтерчĕҫ.

Ҫаплах «Вокал», «Фольклор, «Халӑх ташши» номинацире те пултӑклӑ та пултаруллӑ вĕренекенсем пурри савӑнтарчĕ.

Жюри, составӗнчи – «Сувар» хаҫатӑн тĕп редакторĕ Ирина Трифонова,  Çĕпрел районĕн вĕрентӳ пайĕн методисчĕ Светлана Ларионова, Чĕмпĕрте пурӑнакан хастар таврапĕлӳҫĕ  Владимир Ярухин, Упи ялĕнчи вулавӑш ĕҫченĕ Ирина Павлова – тивĕҫлĕ хак пачĕҫ.

 Кашни хутшӑнакана Хисеп хучĕсемпе, малти виҫĕ вырӑна тухнисене Диплом парса чысларĕҫ, чи маттурисем вара Гран-при илме тивĕҫрĕҫ.

Ентешĕн Валентина Тараватӑн  аллинчен кĕнекесем илме хӑех пĕр чыс пулчех-тĕр. Уяв саманчĕсем нумайччен асра юлĕҫ. Малашне те фестивалĕн пуласлӑхĕ пуласса, сӳнмессе шанатпӑр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев