Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ильмир Хайбуллова асӑнса хоккейла вылярӗҫ

Спорт

Турнир физкультурӑпа спорт тытăмӗнчи патшалӑх управленийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине уявлас шайра иртрӗ.

Иртнӗ эрнере «Алтын Барс» пӑр керменӗнче 2008-2009 ҫулсенчи ҫамрӑксем хушшинче хоккей енӗпе уҫӑ район турнирӗ иртрӗ. Ӑна юниорсем хушшинче Тутарстан чемпионӗ, шайбăллă хоккей вӑййи енӗпе районти пӗрлештернӗ командӑра вылянă Ильмир Хайбуллова асăнса тата физкультурӑпа спорт тытăмӗнчи патшалӑх управленийӗ йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалланӑччӗ.

Ҫамрӑк спортсменсене ҫамрӑксен ӗҫӗсен, спорт тата туризм пайӗн начальникӗ Руслан Вильданов саламларӗ, командӑсене ăнăçу, ҫӗнтерӳ сунчӗ.

Ильмир Хайбуллов мӗн ачаранпах спортӑн мӗнпур тӗсӗсемпе интересленнӗ, хоккейла вылянӑ. 1991 ҫулта Ҫӗпрел районӗн пӗрлештернӗ команда йышӗнче ял районӗсем хушшинче Тутарстан Республикин чемпионӗ пулса тӑрать.

Унчченхи çулсенче Ильмир Хайбулловпа пӗрле хоккей енӗпе районăн пӗрлештернӗ командинче вылянă Ильгиз Хафизов та командӑсене ӑнӑҫу сунчӗ.

Реклама

Пӑр ҫине чи малтан Хулаçырми тата Чӑваш Республикинчи Елчӗк-Яманчуринăн ҫамрӑк хоккеисчӗсем тухрӗҫ. Унтан пур командӑсем те пӗр-пӗринпе ҫаврашка системӑпа вылярӗç. Тӗлпулу пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх, Чӑваш Республикинчи Елчӗк-Яманчурино команди пӗрремӗш вырӑна йышӑнса, турнирăн Кубокне ҫӗнсе илчӗ, иккӗмӗш вырӑна Хулаçырми команди, виҫҫӗмӗш вырăна Ҫӗпрел команди йышăнчӗ.

Ҫавӑн пекех, турнирӑн чи лайӑх выляканӗсене те палӑртрӗç. Денис Карантин (Хулаçырми) «Чи лайӑх хапхаçă», Ильназ Зяббаров (Ҫӗпрел) – «Чи лайӑх хӳтӗлекен», Данил Рахмуллин (Елчӗк-Яманчурино) – «Чи лайӑх тапӑнакан» пулса тăчӗç.

Призерсемпе чи лайӑх вылякансене грамотӑсемпе асӑнмалӑх парнесем пачӗç. Турнирăн судьи Ирек Мушарапов та турнирăн асӑнмалӑх парнине тивӗҫрӗ.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Реклама

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев