Гильман Ибрагимов 17 ҫулта вӑрҫа кайнă
Çӗнтерӳ салтакӗ
Гильман пичче 17 ҫулта çар ретне илӗнет, çавăнтах фронтӑн малти линине лекет. Çав вăхăтсене вӑл хӑрушӑ тӗлӗк пек аса илет. Пире тăнăç пурнăç парнелессишӗн вăл сывлăхне çухатнă
Гильман Ибрагимов Ҫӗпрел районӗнчи Мучелей ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тата ӗҫ ветеранӗ, ялăн хисеплӗ ҫынни. Январӗн 24-мӗшӗнче вăл 95 ҫул тултарчӗ.
Ветеран патне унӑн мӗнпур ачисем, мӑнукӗсем тата кӗçӗн мӑнукӗсем пуçтарăннăччӗ. Ҫаплах парнепе районти Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Данис Сатдинов тата Матак ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виталий Мердеев та килчӗҫ.
1943 ҫулхи ноябрӗн 3-мӗшӗнче Гильман пиччене ҫар службине кайма повестка параççӗ. Малтан вӗсене Мускав облаçӗнчи Орехово-Зуево хулинче тытаççӗ. Унта ҫар училищи вырнаҫнӑ пулнă. Гильман пиччен 7 класс пӗлӗвӗ пулнăран, ӑна салтаксемпе пӗр ретрен, ҫар вӗренӗвӗсене ҫыраççӗ. Ултӑ уйӑхлăх вӗренӳсем хыҫҫӑн çамрăк каччӑ ӗнтӗ фронтӑн малти линийӗнче, вут ăшне кӗрет. Малтан Витебск хулинче пулеметчиксен уйрăм ротинче ҫапӑҫать. 1944 çулхи майӑн 8-мӗшӗнчен пуҫласа июнӗн 23-мӗшӗччен фронтӑн малти линийӗнче çар операцийӗсенче хутшӑнать. Хаяр ҫапӑҫусенчен пӗринче вӑл аманать тата госпитале лекет. Снарядсемпе пульӑсен ванчӑкӗсем урисене шӑтарса кӗреççӗ. Пилӗк уйӑх сипленнӗ хыҫҫӑн, 1944 çулхи октябрь уйăхӗнче, тӑван ялне инвалид пулса таврăнать. Вӑл вăхăтра ăна пурӗ те 19 ҫул пулать.
Гильман пичче ӗмӗрӗпех ялта вăй хурать, агроном ӗçне пурнӑҫлать. Вӗлле хурчӗсене питӗ юратса пăхать. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче районта тӑватӑ çӗрте пысăк-пысăк утарсем вырнаçтарнă пулнă – вăл вӗсенчен кашнийӗнче пулма ӗлкӗрнӗ. Ҫак ӗçе вӑл ывăлне Ильдуса та вӗрентет, халӗ вара вӑл ашшӗн ӗҫне малалла тăсать.
Мӑшӑрӗпе Бибижиган аппапа сакӑр ача пăхса ӳстереҫҫӗ. Шел пулин те, мăшăрӗ 1998 ҫулта çут тӗнчерен уйрăлса кайнă. Гильман пичче паянхи кун кӗçӗн ывăлӗпе Ильдуспа тата кинӗпе Гулияпа пурăнать. Ибрагимовсен йӑх-несӗлӗнчи ачисем тата мăнукӗсем час-часах тăван килне килсе çӳреççӗ. Гильман пиччен мӗнпурӗ 17 мӑнук тата 19 кӗçӗн мӑнукӗ пур.
Ветеранăн 13 ҫултанпа ӗнтӗ куçӗсем курмаççӗ. Ҫапӑҫу хирӗнче илнӗ сурансем те ӑна вырӑн ҫине «вырттарнӑ». Ҫакна та пăхмасăр, Гильман пичче тӗнчери хыпарсемпе интересленсе пурăнать, ăс-тăнӗ те лайӑх. Хӑнасем килмессерен, вӗсене ӗлӗкхине аса илсе каласа парать, паянхи ял пурнӑҫӗ, ял хуҫалӑхӗнчи ҫӗнӗлӗхсем ҫинчен ыйтса пӗлет.
– Халӗ аван, пурӑнмашкăн мӗнпур условисем те пур. Ӑшӑ ҫурт, таса, хӑтлӑх, ачасене тавтапуҫ, мана ача пек пăхаҫҫӗ, – тет фронтовик.
Ветеран вӑрҫӑ ан пултӑр, халăх яланах тӑнӑҫ пурнăçпа, телейлӗ пурӑнтӑр, тесе сунать.
Справка
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине Çӗпрел районӗнчен 14000 çын ытла кайнă. Вӗсенчен нумайăшӗ çапăçу хирӗнче, Тăван çыршыв ирӗклӗхӗшӗн, пуçне хунă. Мучелей ялӗнчен те 309 çын Тăван çыршыв ирӗклӗхӗшӗн вута кӗнӗ. Вӗсен хушшинче Г.Ибрагимов та пур.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев