Хыпарсем

«Эпӗ. Эсӗ. Тутарстан»

Çамрăксем — хастар çынсем

Ҫавӑн пек ят илнӗ ҫамрӑксен автобусӗн турӗ районсем тӑрӑх ҫӳрет.

Автобус республикӑн муниципаллă 20 районне ҫитсе курать.

Тур августӑн 15-мӗшӗнче пуҫланнӑ, сентябрӗн 5-мӗшӗччен тӑсӑлать. 

Проект шайӗнче Тутарстанри халӑха патшалӑх пулӑшӑвӗ ҫинчен пӗлтерме, ҫавӑн пекех ҫамрӑксен хушшинчи гражданла позицие йӗркелеме экспресс-тӗлпулусем пӑхса хӑварнӑ. 

«Эпӗ. Эсӗ. Тутарстан» («Мин. Син. Татарстан») ҫамрӑксен автобусӗ пирӗн района та килсе ҫитрӗ. Программа шайӗнче районти ҫамрӑксен командисем хушшинче ӑмӑрту-вӑйӑсем йӗркелерӗç. Унта хутшăнакан ҫынсем района малалла аталантарасси ҫинчен хӑйсен шухӑшӗсене пӗлтерчӗç. Хальхи объектсем тӑвас, юсаса ҫӗнетес ыйтусене хускатрӗҫ. Мероприятире янранă кашни идейăна пурнӑҫлама чӑн-чăн майсем пур тесе, пӗлтерчӗç. 
Мероприятие хутшӑнакансене «Эпӗ. Эсӗ. Тутарстан» логотипне ӳкернӗ парнесем те пачӗç.


Нет комментариев