Декабрӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн тӳлемен налуксем ҫумне кунсерен парӑм хушăнса пырӗ
Налуксене тӳле!
Налук тӳлесшӗн пулманнисем вара чикӗ леш енне каяймӗҫ. Унсӑр пуҫне вӗсен пурлӑхне арестлеме пултарӗç. Çаплах, налук парăмӗ пулсан, патшалăх паракан нимӗнле субсиди, пулăшу (сăмахран« ӗне, качака усранăшăн) та илейместӗн. Ҫакӑн пек кăмăлсăрлăхсем, хушма тӑкаксем ан пулччӑр тесен, декабрӗн 1-мӗшӗччен налукăрсене тӳлӗр.
– Районта пурӑ-накансенчен нумайӑшӗ налук квитанцийӗсем килнӗ хыҫҫӑнах хӑйсен парӑмне тӳлесе татнӑ, – тет ҫак енӗпе районти ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин çумӗ Ильмир Измайлов. – Почта урлă пур киле те тенӗ пекех тӳлевсем килчӗҫ. Анчах та тӗрлӗ сӑлтава пула ҫав ҫырусем килмесӗр те юлма пултарнă. Ҫавӑн пек ҫынсен пӗр тӑхтаса тӑмасӑр «Мои налоги» сайта е «Пӗрлехи патшалӑх пулӑшӑвӗн» порталне кӗрсе, налуксем енӗпе справка илмелле. Тӳлев квитанцийӗсене электронлӑ майпа илнӗ чухне кăткăсрах пулсан, ял тӑрӑхӗсене кайма пулать. Ҫавӑн пекех ҫак документсене нумай функциллӗ центрта та – 15 минут хушшинче илме пулать.
Мӗнпур тӗрлӗ налуксем енӗпе парăмӗсене Çӗпрел çыннисем 70 процентран ытларахăшӗ кăна тӳленӗ. Ку ӗçе Кӗçӗн Чăнлă, Пăрăнтăк, Шланка, Аслă Чăнлă ял тӑрӑхӗсенче лайăх йӗркеленӗ – налук тӳлевӗн кӑтартӑвӗ 90 процентран иртнӗ.
Ҫӗр налукне тӳлессипе ҫыхӑннӑ ӗҫсене Алешкин-Саплăк, Анат Чакă, Çӗнӗ Йӗлмел, Упи ял тăрăхӗсенче хăвăртлатмалла.
Пурлӑх налогне, çавăн пекех, Алешкин-Саплăк, Марс, Упи ял тăрăхӗче пурăнакансем питӗ вӑраххӑн тӳлеҫҫӗ.
Паян ноябрӗн 26-мӗшӗ, налуксене тӳлесе пӗтерӗр, пӗлместӗн, малта мӗнле ӗçсем килсе тухасса...
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев