Районти ветерансен совечӗн президиумӗн черетлӗ ларӑвӗ пулчӗ.
Районти ветерансен совечӗн ертӳçи Роза Насибуллина палӑртнӑ тӑрӑх, коронавирус инфекцийӗ сарӑлнӑ кӑткӑс лару-тӑрӑва пӑхмасӑрах, планланă мӗнпур мероприятисене пурне те палӑртнӑ вӑхӑтра ирттернӗ.
Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ветерансен ӗҫне пысӑка хурса хакларӗ, тав сӑмахӗсене пӗлтерчӗ, пурне те сывлӑх, телей сунчӗ.
Ларура ветерансем район пуҫлӑхне районти ял хуçалăхӗн системинче нумай çул ертӳçӗ пулса ӗçленӗ, питӗ хастар спортсмен-йӗлтӗрçӗн Вазых Алиулловăн ятне ӗмӗрлештерес тӗллевпе Кивӗ Чукал ялӗнче уçăлнă çӗнӗ йӗлтӗр базине унăн ятне пама сӗнчӗҫ. Район пуҫлӑхӗ ветерансене ҫакӑн пек сӗнӳсемшӗн тав турӗ, çакна хирӗҫ маррине палӑртрӗ.
Малалла Марат Ринатович ветерансен юхӑмӗн чи хастар хутшӑнаканӗсене: «Балкыш» республика фестивалӗн нумай кăна район, зона, республика, регион шайӗнче фольклор фестивалӗсен лауреачӗсене, дипломанчӗсене Зинаида Гордеевана, Людмила Афанасьевана, Валерий Самойлова; районти этапӗн лауреачӗсене, «Балкыш» зона турӑн дипломатне, районта ирттерекен спорт, культура мероприятийӗсене хутшӑнакан Рашит Багаутдинова; пенсионерсемпе инвалидсем валли ӗҫ вырӑнӗсем тума темиҫе грантра хутшӑнакана, «Интернетшӑн тавтапуҫ» Пӗтӗм Раççей конкурсӗн ҫӗнтерӳҫине Фирдавес Яфизова; районти пенсионерсен Союзӗн ертӳçине, «Балкыш» зона турӗн дипломатне, районта ирттерекен спорт, культура мероприятийӗсене хутшӑнакана Дилюза Азизована; районти потребительсен союзӗн системинче ертсе пыракан должноҫсенче нумай ҫул вӑй хунӑ, Ҫӗпрел район Совечӗн, Тутарстан потребительӗсен союзӗн грамотисемпе парнеленнӗ, хальхи вӑхӑтра МФЦ коменданчӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Вячеслав Матюшина Ҫӗпрел районӗ йӗркеленнӗренпе 90 ҫул çитнӗ ятпа юбилей медальне пачӗç.
Нет комментариев