Çар çыннисем отпуска килеççӗ
Хыпарсем

Çар çыннисем отпуска килеççӗ

Ҫар ҫыннисен икӗ эрнелӗх канăвне Раҫҫей Президенчӗн йышăнăвӗпе йӗркелеççӗ.

Районта çак кунсенче ятарлӑ ҫар операцийӗн зонинчен кӗске вӑхӑтлӑха отпуска килнӗ каччăсене кӗтсе илчӗç. Ҫар ҫыннисен икӗ эрнелӗх канăвне Раҫҫей Президенчӗн йышăнăвӗпе йӗркелеççӗ.

Мероприятире район тата ял тăрăхӗсен пуçлăхӗсем, çар çыннисен çывăх çыннисем хутшăнчӗç. Ку эрнере çавăн пек виççӗмӗш ушкăн таврăнчӗ. «Питӗ тунсӑхласа ҫитрӗмӗр», – терӗç, таврăннисем те, кӗтсем илекенсем те.

Савӑнӑҫ куҫҫулӗ, ӑшӑ кулăсем, ытамсем... Умра çар çыннисене икӗ эрнелӗх кану, шкулсенче тата, паллах, район пуҫлӑхӗпе тӗлпулусем кӗтеççӗ.


Нет комментариев