Ӗç рапорчӗ
Тыр çи ӗçӗсене вӗçлерӗмӗр
Район пуҫлӑхне Марат Гафарова!
Район ҫыннисене!
Республика, район йӗркеленнӗ кунсен тӗлне парне пулнă май, «Цильна» обществăн ҫӗр ӗçченӗсем тырпул пухса кӗртес ӗҫе ӑнӑҫлӑ вӗҫлени ҫинчен пӗлтеретӗп.
Çак тырпул пухса кӗртмелли сезонра та, çӗр ӗçченсен тӑрӑшулăхӗпе, гектартан вӑтамран 51 центнер тырӑ пухса илтӗмӗр. Тырпула вырса çапнă çӗрте Рафик Шайдулловӑн, Ильгиз Миначевӑн, Фанис Валеевӑн, Камиль Камаловӑн, Фанис Хайруллинӑн ӗҫ кăтартăвӗсем мухтава тивӗҫ.
Шоферсем Асхать Заметдинов, Марат Садеев, Фанис Хакимов, Алексей Марков, Ильнур Алимов, Фаниль Хайрутдинов тырӑ турттарнă çӗрте пӗр чăрмавсăр ӗçлерӗç.
Паянхи кун тырра тирпейлес, суту-илӳ тăвас тата упрас енӗпе ӗҫсем малалла пыраççӗ. Ҫитес ҫул та лайăх тухăç илме кирлӗ мерӑсем йышӑнаҫҫӗ.
Барис Гафуров, «Цильна» обществӑн директорӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев