Ҫӗнӗ, 2022 ҫул машина çӳретекенсемшӗн нумай «сюрпризсем» кӳме пултарать. Ҫул-йӗр правилисене пӑснă водительсем валли штрафсем кӗртме хатӗрленеҫҫӗ
Административлă кодекса кӗртме хатӗрленӗ тӳрлетӳсене йышăннă вăхăтра штрафсен хӑш-пӗр тӗсӗсем нумай хут ӳсме пултараҫҫӗ.
Сӑмахран, водитель ҫулталӑк хушшинче иккӗмӗш хут вараланнă номерпе лексен, ҫӗнӗ правилӑпа килӗшӳллӗн ӑна 5 пин тенкӗ чухлӗ штраф тӳлеттерме пултараççӗ. Ҫав хушӑрах вăл тата виҫӗ уйӑхлӑха правасăр юлӗ. Паянхи кун ҫак законсене пӑснӑшӑн штраф 500 тенкӗ шутланать. Тонировка тунӑшӑн та штраф 500 тенкӗрен пуҫласа 3 пин тенкӗ таран ӳсме пултарать. Ҫӗнӗ правилӑсемпе килӗшӳллӗн полици требованийӗпе чарăнман водителе 40 пин тенкӗ штраф тата 1,5 ҫулччен правине туртса илес евӗрлӗ наказани парӗç. Çаплах, тивӗçлӗ мар вырӑнта чарӑннӑшӑн 3 пин тенкӗ штраф парӗç. Ачана машинӑра ятарлӑ оборудовани ҫинче çӳретмен тӗслӗхре, 3 пин тенкӗ вырӑнне 5 пин тенкӗ штраф тӳлеттерессине те кӗртӗç. Ӳсӗр пуçпа машина çӳретекенсемшӗн (машинӑра 16 ҫула çитичченхи ача пулсан) штраф виҫи ӳсет, çитес çул вара хальхи пек 30 пин тенкӗ мар, 50 пин тенке тӳрӗ килӗ тата 3 ҫулччен водитель прависӗр хӑварма палӑртнӑ. Енчен те водитель правăсăр ҫӳренӗшӗн паянхи кун 5-15 пин тенкӗ виҫепе штраф тӳлеме палӑртнӑ пулсан, ҫӗнӗ тӳрлетӳсене йышӑннӑ чухне ҫак сумма 20-30 пин тенке тӳрӗ килӗ тата 40-60 сехетчен обязательнăй ӗҫсем евӗр наказани палӑртӗç. Ҫул-йӗр правилисене тӑтӑшах пӑснӑшӑн (ҫулталӑкра виҫӗ е ытларах хут) паянхи кун штрафлама пăхăнман, тӳрлетӗве йышӑннӑ чухне вара 10 пин тенкӗрен пуҫласа 30 пин тенкӗ таран штраф, 1,5 ҫулччен правасăр тăрса юлма пулать.
Кусемсӗр пуҫне, тӳрлетӳсемпе килӗшӳллӗн, ҫӗнӗ штрафсем те кӗртӗҫ. Вӗсенчен пӗри машинӑпа ҫӳренӗ чухне ҫӳп-ҫапа ҫул ҫине пӑрахакансене пырса тивет. Çакăн пек йӗркене пăсакан физически лицосене – 2 пин тенкӗ виҫепе, юридически сӑпатсене – 100 пин тенкӗ таран штраф хывасшӑн.
2022 ҫулта Тутарстанра ГИБДД техника тӗрӗслевӗ (техосмотр) иртменшӗн водительсене штрафлама тытӑнаççӗ. Штраф виҫи икӗ пин тенке тӳрӗ килӗ.
Кун пирки республикӑн тӗп Патшалăх инспекторӗ Ленар Габдрахманов «Тутар-информ» информаци агентствинче иртнӗ пресс-конференцисенчен пӗринче каланăччӗ.
Халӗ техника тишкерӗвӗ пулман такси водителӗсене, автобуссене тата хӑрушӑ тиевсем турттарма палӑртнӑ машинӑсене кăна штрафлаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне автомобиле линие çине илсе тухнисене те явап тыттарӗç.
Тӗп Патшалăх инспекторӗ, çаплах, техника тӗрӗслевӗ ирттерекен операторсене тишкерсе тӑрасси вӑйланасса пӗлтерчӗ. Автомобиле пăхса тухмасăр кăна диагностика карттине панӑ чухне ӑна 30 пинрен пуҫласа 50 пин тенкӗ таран, пункт ертӳçине 200 пинрен пуҫласа 300 пин тенкӗ таран штраф хывӗç.
Нет комментариев