Асран кайми кунсем
Тӗлпулу
Владимир Ильин, Хулаçырми ялӗнчи ветерансен совечӗн ертӳçи
Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин кунӗ – арçынсен, чи пирвайхи четертре, тӗрлӗ çулсенчи каччăсен, пиçӗхӳ шкулне иртнисен тата хăйсен çӗршывне, килне, ачисен малашлăхне сыхлама хатӗр тăракансен уявӗ. Кăçал тата Афганистан çӗрӗ çинчен Совет çарӗсене илсе тухнăранпа 33 çул çитрӗ. Çак паллă датăсем умӗн Хулаçырми ялӗн Культура çуртӗнче мероприяти иртрӗ.
Мероприятие воин-афганецсем: районти вăрçă юхăмӗн ветеранӗсен совечӗн ертӳçи Виктор Петухов, Николай Быков, Ирек Яфизов, ялтан Юрий Чугунов, Василий Савлюков хутшăнчӗç.
Хулаçырми ялӗнчен Афган вăрçинче 11 çамрăк каччă хутшăннă пулсан, вӗсен шучӗ вара, вăхăт иртнӗçемӗн, чакса пырать.
Уява Ольга Портнова уçса, Раççей Федерацийӗн гимне итленӗ хыççăн, пуç хунă салтаксене аса илсе, пӗр минут шăп тăтăмăр. Хулаçырми ял тăрăхӗн пуçлăхӗ Николай Усмендеев, ялти ветерансен совечӗн ертӳçи Владимир Ильин килнӗ хăнасене тав сăмахӗсем каларӗç. Ялти Культура çурчӗн директорӗ Клара Портнова «Пой, солдат, пой» ятлă юрă юрласа пачӗ. Уява килнӗ хăнасене ялти библиотекарь Елена Кириллова грант çӗнсе илни, тата çак укçа-тенкӗпе мӗн-мӗн туни çинчен каласа парса хавхалантарчӗ.
Районти вăрçă юхăмӗн ветеранӗсен совечӗн ертӳçи Виктор Петухов Юрий Чугунова Тутарстан Республикин Министрсен Кабинечӗн Афганистан Республикинчи вӑрҫӑ юхăмӗн ветеранӗсен тата Ҫурҫӗр Кавказ регионӗнчи территорисенче террора хирӗç операцисен ыйтӑвӗсем енӗпе ӗçлекен координаци совечӗн Тав ҫырӑвне, Василий Севлюкова «Кандагар» ятлă кӗнеке парса чысларӗ.
Хулаçырми вăтам шкулӗнче 8 класра вӗренекенсем, класс ертӳçи Любовь Давыдова ертсе пынипе, литературăлла художествăлла монтаж лартса пачӗç. Воин-афганецсем хутшăннипе ирттернӗ çак мероприяти вара, шкулта вӗренекен ачасенче мăнаçлăх туйăмӗ çуратрӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев