Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Ăрусем

Ҫĕпрел районĕнчи Алешкин-Саплăк ялĕнче те нуша курса ӳснĕ вăрçă ачисем нумайăнах мар. Ҫавсенчен пĕри – Роза Сергеевна Журавлева.

Нумаях пулмасть Роза Сергеевна ялти библиотекăра хăнара пулчĕ. Унпа тĕл пулма шкул ачисем те килнĕччĕ. Роза Журавлева ачасене хăйĕн пурнăçĕ пирки каласа кăтартрĕ. Вĕренекенсем вăрçă ачине интересленсе итлерĕç, çине-çинех ыйту пачĕç, тĕпчерĕç.

Роза Журавлева Ҫĕпрел районĕнче Вăрманай Шăхаль ялĕнче çуралса ӳснĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи чарăннă çул пĕрремĕш класа каять. Вăрçă хыççăнхи пурнăç питĕ нушаллă килнĕ. Шкулсем хальхи пек ăшă пулман, тумтир, апат-çимĕç енчен те хĕсĕк пулнă. Апла пулин те Роза Сергеевна вĕренме тăрăшнă, ача чухнех çынсене сыватакан пулма ĕмĕтленнĕ.

Шкул пĕтернĕ хыççăн Пăвари медицина училищинче пĕлӳ илет. Алла вĕреннĕ хут илсен направленипе Тăваньелне ĕçлеме яраççĕ. Вăл вăхăтра ялсенче трахома (куç чирĕ) вăйлă алхаснă пулнă. «Трахомапа чирлĕ çынсен куçĕсене килĕрен эмел ярса çӳреттĕмĕрччĕ. Чире вара çĕнтертĕмĕрех», – тесе аса илсе калаçать Роза аппа.

1960 çулта шăпа ăна Алешкин-Саплăк ялне илсе килет. Фельдшерпа акушер пунктĕнче заведующи пулса ĕçлеме пуçлать. Пĕр вăхăтрах Хĕрарăмсен канашне ертсе пырать.

Малашнехи пурнăçне те вăл Саплăк ялĕпе çыхăнтарать. Ҫак ялти маттур каччăпа çемье çавăрать. Василий Журавлевпа вĕсем пĕрле пилĕк ача пăхса ӳстереççĕ, тĕрĕс воспитани парса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăлараççĕ.

Роза Журавлева фельдшерпа акушер пунктĕнче 33 çул вăй хурать, тивĕçлĕ канăва та çакăнтанах тухать. Ěçленĕ çулĕсене вăл çапларах аса илет: «Ҫăмăл пулман, çынна усă кӳме пултарни пирĕншĕн савăнăç пулнă. Хальхи пек асфальтланă çул та пулман. Ҫил-тăман алхаснă-и, йĕпе-сапа пулнă-и, чĕннĕ вырăна вăхăтра çитме тăрăшнă», – тет.

Ҫыннăн кăмăл-туйăмне, ĕçченлĕхне калаçса кăна мар, унăн вăр-вар уттинчен те, хĕвел пек çиçекен сăн-питĕнчен те нумай пĕлме пулать. Роза Сергеевна 84 çул енне пуснă пулин те, унăн хастарлăхĕ паянхи кун та ял çыннисене тĕлĕнтерет.

Мăшăрĕ çĕре кĕнĕ хыççăн пĕчченех пурăнать вăл. 12 мăнук тата 8 кĕçĕн мăнукĕпе чунтанах савăнать Журавлева. Вĕсем патне тăтăшах хăнана çӳрет.

Библиотекăри тĕлпулу ачасен асĕнче нумайччен упранĕ. Меропрятие йĕркелекенсем Роза Журавлевана килес ăрăва ырă тĕслĕх кăтартнăшăн, пысăк тав сăмахĕ каларĕç тата чечек çыххи парнелерĕç.

 

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев