Артем Николаев 1942 ҫулхи  Вяземск операцийӗн  маршрутне тепӗр хут иртрӗ
Хыпарсем

Артем Николаев 1942 ҫулхи Вяземск операцийӗн маршрутне тепӗр хут иртрӗ

Йӗлтӗр маршручӗ январӗн 27-мӗшӗнче Мускав ҫывӑхӗнчи Раменскри «Ӗмӗр сӳнми вут» мемориал патӗнчен старт илнӗ.

 

Людмила Николаева

Йӗлтӗр маршручӗ январӗн 27-мӗшӗнче Мускав ҫывӑхӗнчи Раменскри «Ӗмӗр сӳнми вут» мемориал патӗнчен старт илнӗ.

Унта ҫар генералӗ В.Ф.Маргелов ячӗллӗ Рязаньти гвардин сывлӑш десанчӗн аслă команднӑй училищин тата Тульскри гвардин сывлӑш десант пӗрлешӗвӗн 80 десантникӗ хутшӑннӑ. Йӗлтӗрпе вӗсем Мускав, Калуга, Смоленск тата Тверьская облаҫӗсем тӑрӑх иртнӗ, çак вырăнсенче 80 ҫул каялла хаяр ҫапӑҫусем пынӑ.

«Крылатая пехота» акци вăхăтӗнче гвардеецсем пурӗ 20-е яхӑн хулана ҫитсе курнӑ. Маршрутăн пӗтӗмӗшле вӑрӑмӑшӗ 850 ҫухрӑм ытла. Çарпа патриот акцийӗ февралӗн 11-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен Музейпе храм комплексӗн территорийӗнчи  «Патриот»  паркра вӗҫленнӗ.

Аса илтеретпӗр, йӗлтӗр маршрутне Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ҫулӗсенче Вяземскри сывлӑш десант операцине 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Совет десантникӗсем ӑна 1942 ҫулхи январь-февраль уйӑхӗнче ирттернӗ. Вăл вăхăтра Вязьма патӗнчи нимӗç захватчикӗсен тылне, Алексей Левашов генерал-майор ертсе пынипе, 4-мӗш сывлӑш десант корпусӗн 7 пин ытла çар çыннисен десантне янă. Мускавшӑн пынă хӗрӳ ҫапӑҫусем вӑхӑтӗнче десантниксем Вязьмӑпа Юхнов районӗнче нимӗҫсен тӑватӑ «Центр» ҫар ушкăнӗн корпусӗн вӑйӗсен чылай пайне çӗнсе илсе, наступлени, тăвакан совет çарӗсене контратакăлама чарнă.

Çак маршрута тепӗр хут иртнӗ вăхăтра Çӗпрел районӗн каччи, десантник, курсант Артем Николаев та хутшӑннӑ. 2019 ҫулта вăл Кивӗ Çӗпрел лицейӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн, çар генералӗ Ф.Маргелов ячӗллӗ Рязаньти сывлӑш десанчӗн аслă команднӑй училищине вӗренме кӗнӗ.

Артем Николаев хăй вара: «Ҫарти служба, вӗренӳ, тата, уйрăмах, чапа тухнӑ сывлăш десант çарӗсенче – хисеплӗ, чӑн-чӑн арҫын ӗҫӗ. Служба вӑхӑтӗнче эпӗ питӗ çирӗплентӗм тата ҫитӗнсе ҫитрӗм. Йӗлтӗр маршручӗ вара ҫирӗплӗхе тепӗр хут тӗрӗслев пулчӗ. Ара, 850 ҫухрӑм çула иртрӗмӗр вӗт. Йӗлтӗр походне икӗ эрне маларах хатӗрленме пуҫларӑмӑр. Ҫав похода хутшӑнакансем пурте çирӗп медицина тӗрӗслевӗ витӗр тухрӗç. Унтан тата йӗлтӗрсене, крепленисене кашни хӑй валли хӑй суйласа хатӗрлерӗ. Пирӗн вăй-хал çирӗплӗхӗ мӗнле пулни çаксене тӗрӗс хатӗрленинчен те килет. Кӑнтӑрла ҫеҫ çул çинче пултăмăр. Ҫӗрлене халӑх пурӑнакан вырӑнсенче чарӑнаттăмăр. Пире пур ҫӗрте те ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илетчӗҫ,  çав вырӑнти паллӑ вырӑнсене кӑтартатчӗҫ. Уйрӑмах Волоколамскпа Ржев хулисенчи палӑксем питех  витӗм кӳчӗҫ.

Пирӗн ҫул ҫинчи халăх пурăнакан кашни вырăн тенӗ пекех – пирӗн мӑн асаттесем вилмеллех ҫапӑҫнӑ вырăн. Пирӗн вӗсен паттăрлăхне асра тытмалла, эпир хальхи пурнăçра мирлӗ тӳпе айӗнче пурӑнма пултарнăшăн, вӗсен  мӗнле йывӑрлӑхсем тӳссе ирттерме тивнине манмалла  мар. Анчах ҫав вӑхӑтрах пирӗн те, кирлӗ пулсан, Тӑван çӗршыв чиккисене хӳтӗлеме хатӗр пулмалла, ҫавӑнпа кашни каччăн ҫар службине иртмелле», – тет.

Ҫар служащийӗсене ведомство парнисене, сывлӑш десант ҫарӗсен командующийӗ, Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗ, Генерал-полковник Андрей Николаевич Сердюков ятӗнчен хисеп грамотисем панӑ.


Нет комментариев