Анат Чакă вăтам шкулӗнче музей-пӳлӗм
Анат Чакă ял тăрăхӗ хӑйӗн хисеплӗ ҫыннисемпе чапа тухнă.
«Анат Чакăра вăхăтӗнче виҫӗ мечӗт пулнӑ. XIX ӗмӗр варринче пӗр мечӗтӗн мулли Мифтахетдин Атласов пулнă. Унӑн ҫемйинче 1886 ҫулхи август уйăхӗн 15 (29)-мӗшӗсенче пулас историк, ученăй Хади Атласи ҫуралнӑ. Чакă ялӗн халăхӗ тутар культура пурнӑҫӗнче пысӑк вырӑн йышăннă Афзал Хайретдинов, Иршат Хайретдинов, Рафаэль Ильясов, Клара Тазиева, ученăй Ильгиз Мударрисов, «ТАИФ» обществăн ертӳҫи Альберт Шигабутдинов, профессор Феликс Шигабутдинов пек çынсемпе мăнаçланать, – тесе ҫырать историк Рафаэль Субаев.
Акă çакăн пек легендарлӑ ҫынсен асаилӗвӗсене упракан музей ӗҫлет вăтам шкул зданийӗнче. Тата юлашки вӑхӑтра Тутарстан Республикин халӑх артисчӗ, ТАССРăн тава тивӗҫлӗ искусство деятелӗн Рафаэль Ильясовăн музей пӳлӗмне йӗркелес енӗпе ӗҫ пуçланă. Çакăн ҫинчен пире шкул директорӗ Айсылу Шигабутдинова каласа пачӗ.
– Анат Чакă енчен тухнă паллă ҫынсем çинчен пулнă асаилӳсем сыхланаççӗ музейăмăрта,– тет вăл. – Вӗсенчен сыввисемпе ҫыхӑнура та тăратпӑр. Акӑ Рафаэль пичче сывă вăхăтра хӑй те япалисене кӑмӑлласах парнелерӗ. Шкулта уйрӑм пӗр пӳлӗм йӗркелерӗмӗр.Ӗçӗмӗр юлашки лару-тӑрӑва пула чарӑнса тӑчӗ, – тет Айсылу Ринатовна.
Ҫӗнӗ уçăлакан музей-пӳлӗмре легендарлӑ юрӑҫӑн концерт афишисем, тӗрлӗ алҫырăвӗсем, ҫитӗнӗвӗсем ҫинчен документсем те хунă. Юрăç çинчен пулнă стенд йӗркелерӗмӗр. Айсылу Шигабутдинова Хусана кайса Рафаэль пиччен хăй музей валли тесе панă чей ӗçмелли хатӗрӗсене те илсе килнӗ.
–Ачасенче тăван ене, унӑн ҫыннисене хисеплеме вӗрентесси, паллă çынсемпе паллаштарассишӗн пурнăçланакан ӗçсем ӗнтӗ çаксем, – тет шкул директорӗ. – Ҫаплах халӑхăн йӑли-йӗркисене, алӑ ӗçӗсен тӗслӗхӗсене пулас ӑрусем валли хăварасси тӗп тӗллевӗмӗр. Ял халăхӗ те пире ӑнланса хӑйсен çемье историйӗ пулнă экспонатсене: тӗрленӗ алшăллисене тата ытти япаласене пулас музей валли илсе килчӗç.
Çакăн пек ҫемье историйӗн япали пулнă май Хади Атласи тăванӗсене парнеленӗ çӗвӗ машини те вырăн илнӗ музейра. Хади Атласи ăна Мускава Дума ларуне кайсан илсе килнӗ тата тăванӗсен туйӗнче парнеленӗ пулнă. Иртнине манмасан, хаклама пӗлсен кăна малашлăх пулать, – тет Айсылу Шигабутдинова.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев