Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

Александр Шуркина аса илсе

Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗн спорт залӗнче Александр Шуркина асӑнса ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе турнир иртрӗ.  Ӑмӑрту кӑҫал 22-мӗш хут иртет. Турнира Тӑван çӗршыв хӳтӗлевҫин кунне тата Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче çӗнтернӗренпе 77-мӗш ҫул ҫитнине халалланӑччӗ.

 

Турнира уçнă май, район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшӑнакансене саламларӗ. Вӑл пирӗн ентешӗмӗр, Чечня Республикин территорийӗнче ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫланине аса илтерчӗ. 

Турнирта Александр Шуркинăн ҫывӑх çыннисем: амӑшӗ Елена Ивановна тата шăллӗ Юрий Шуркин, «Вăрçă юхăмӗн ветеранӗсем» вырăнти общество организацийӗн ертӳçи Виктор Петухов, вӑрҫӑ юхăмӗн ветеранӗсен регионсен хушшинчи общество организацийӗн ертӳçи Дамир Биктимов хутшăнчӗç.   

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Елена Ивановнӑна ывăлне чӑн-чӑн патриотла воспитани парса ӳстернӗшӗн тав турӗ, ӑна хисеплесе асӑнмалӑх парне пачӗ. Елена Ивановна вара, ывăлне халалласа турнира йӗркелесе ирттерекенсене тата çак традицилле турнира малалла тăснăшăн тав турӗ.

Мероприяти вӑхӑтӗнче, çаплах, Çӗнӗ Йӗлмелӗнчи Николай Макарова, Петр Карсакова, Юрий Шуркина, Сергей Афиногентова «Воин-патриот» медальсем пачӗҫ. Н.Макаровпа П.Карсаков Чечняра террора хирӗҫ кӗрешӳ операцийӗсенче хутшӑннă.

Турнирта районти тата Ульяновск облаҫӗнчи 60 яхӑн ҫамрӑк кӗрешӳҫӗ хутшӑнчӗ. Хӑйсен виçе категорийӗнче ҫӗнтернӗ кӗрешӳçӗсене медальсем, асӑнмалӑх парнесем тата грамотӑсем пачӗç.

 

 

Справка

Александр Шуркин пуҫламӑш пӗлӗвне Çӗнӗ Йӗлмел вӑтам шкулӗнче илет. Район центрне куҫса килнӗ хыҫҫӑн, Кивӗ Çӗпрел вӑтам шкулӗнче вӗренӗве  малалла тăсать. 1995-1998 ҫулсенче Теччӗ совхоз-техникумӗнче вӗренсе, техник-механик специальноҫне илсе тухать. Мӗн ачаранах спортпа интересленет, тӗрлӗ ӑмӑртусене хастар хутшӑнать. Тӑван çӗршыв умӗнчи тивӗҫе пурнӑҫланӑ чухне, 1992 ҫулхи декабрь уйӑхӗнче, паттӑррӑн вилет.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев