Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

18+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Хыпарсем

55 çул утаççӗ вĕсем пӗр сукмакпа

Мударисовсем 55 ҫул каялла чӗртсе янӑ ҫемье вучахне сӳнтермесӗр, пӗр сукмакпа утса, пӗр-пӗрне тӗрек пулса пурӑнаҫҫӗ

 

Нумай ҫул хушши пӗрле пурӑннине ӗлӗк-ӗлӗкрен тинӗс урлӑ каҫассипе танлаштарнă. Сарлака юханшыв ҫийӗн тӑвӑл та, ҫил те пулмасть мар. Вӗсене хирӗç тăмалăх, çемье пуçӗнче ҫирӗп арҫын, унпа юнашар вара ӑслӑ та тӳсӗмлӗ хӗрарӑм пулсан, ҫемьене нимӗнле хăрушлăх та юнамӗ. Паллах, ун пек мӑшӑрсем пирӗн ҫумра чылай. Çавăн пеккисенчен пӗрисем –  Тутар Паснапуçӗнче пурăнакан Ирфан Абдулхаковичпа Флера Сафиулловна Мударисовсем. Вӗсем 55 ҫул каялла чӗртсе янӑ ҫемье вучахне сӳнтермесӗр, пӗр сукмакпа утса, пӗр-пӗрне тӗрек пулса, туслӑ пурӑнаҫҫӗ.

Флерапа Ирфан Мударисовсем – вӑрҫӑ ачисем. Ача чухне, вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫӗнетӳ ҫулӗсенче, вӗсене тӗрлине курма тӳр килнӗ. Анчах, кирек мӗнле пулсан та, иккӗшӗ те вӗренме ăнтăлнă, ҫамрӑкранах ӗҫе хӑнӑхнӑ.

Флера Сафиулловна Теччӗри ял хуҫалӑх техникумӗнчен вӗренсе тухнӑ хыççăн, Пӑва районӗнчи Кивӗ Тинчали ялӗнчи «Волга» колхозра ӗҫ çулне пуҫласа ярать. Хусанти ял хуҫалӑх институтне агроном специальноçӗ енӗпе куçăмсăр майпа вӗренме кӗрет. Ҫав ҫулсенче Тутарстанра чӗкӗнтӗр акса ӳстерме хатӗрленнӗ, ӑна ҫитӗнтермелли вӑрттӑнлӑхсене пӗлес тесе, темиҫе специалиста Украинӑна янă. Вӗсен хушшинче Флера Сафиулловна та пулать. Вӗреннӗ хӗр кунта та пуç усмасть, вӗренсе килнӗ хыççăн, колхозра, чи малтан, чӗкӗнтӗр акаççӗ, лайӑх тухăç илеççӗ. Шӑпа Флера Сафиулловнан пурнӑҫне пачах урӑх еннелле ҫавӑрса хурать. Химипе биологи вӗрентекенӗ пулнӑ май вӑл Тутар Паснапуç ялне килет, анчах та килнӗшӗн ку ене нихҫан та ӳкӗнмен. Ял хуҫалӑх институчӗн виҫҫӗмӗш курсӗнче пӗлӳ илекен хӗр,  педагогика институчӗн химипе биологи факультетне ҫӑмӑллӑнах куҫать.

Шӑпах хӑйӗн пулас мӑшӑрӗпе Ирфан Мударисовпа та çав çулсенче паллашать. Каярахпа туслӑх пысӑк юратăва çаврăнать, ҫамрӑк ҫемье йӗркеленет.

Ирфан Абдулхакович та Теччӗри ял хуҫалӑх техникумӗнче вӗреннӗ, механик специальноҫне алла илнӗ. Малтан вӑл колхозра шофер пулса ӗҫлет, анчах кайран ертӳçӗсем вăл техникӑна лайӑх пӗлнине, унăн тăрăшулăхне, хӑйӗн ӗҫне лайӑх пурнӑҫланине курса, ӑна механик пулма сӗнеççӗ. Ку ӗҫе вӑл 26 ҫул хушши пурнӑҫлать.

Хӑйсен ӗмӗрӗ тӑршшӗпех вӗсем иккӗшӗ те яваплӑ ӗҫре пулаççӗ. Ачасене вӗрентнипе пӗрлех, Флера Сафиулловнана вӗрентӳ енӗпе шкул директорӗн çумӗн ӗçне те илсе пырать. Флера Сафиулловна паян та ачасемпе кружоксем, занятисем йӗркеленине, экскурсие тӗрлӗ хуласене кайса ҫӳренине тунсăхласа аса илет. Биологи вӗрентекенӗ пулнă май, шкул пахчине те ăна çирӗплетсе параççӗ. Хӑйӗн вӗренекенӗсемпе мӗн кӑна ӳстермеҫҫӗ-ши вӗсем, мӗнле экспериментсем кăна ирттермеҫҫӗ-ши? Ҫав ҫулсенче шкул пахчи районти конкурссенче ҫулсеренех пӗрремӗш вырӑна йышӑнса пырать.

Флера Сафиулловна пӗлӳ панă вӗренекенсем те районти химипе биологи олимпиадисенче малти вырӑнсене çӗнсе илеççӗ. Паллах, ҫак ҫитӗнӳсем хыҫӗнче, канӑҫсӑр ӗҫ, ыйхӑсӑр каҫсем тӑраҫҫӗ.

Кун пек ҫитӗнӳсене ҫемьере пӗр-пӗрне ӑнланса, пӗр-пӗрне çул парса пырсан ҫеҫ тума пулать пулӗ. Мударисовсем туслӑ ҫемьере виҫӗ ачине пурнӑҫ парнелеççӗ. Ачасем те ӗçе хăнăхса ӳсеҫҫӗ, тӗрлӗ професси алла илсе, хӑйсен ҫемйисене йӗркелеҫҫӗ. Хӗрӗ Рамзия Хусанта пурӑнать, Разида амӑшӗн ҫулне малалла тӑсать, ачасене пӗлӳ парать, Ирек ывӑлӗ ял ачисене шкул автобусӗпе турттарать. Флера Сафиулловнапа Ирек Абдулхакович тӗп никӗсре, ывӑлӗпе Ирекпе кинӗпе Гульнурпа пӗрле пурăнаççӗ. Мударисовсен мӗн пурӗ тăхăр мӑнук. Канмалли, уяв кунӗсенче вӗсем пурте пӗрле пуçтарăнаççӗ, пӳрт вара савӑнӑҫлӑ сасӑсемпе тулать.

– Пирӗн атте-анне çавăн пек ырă чӗреллӗ пулни – пирӗншӗн пысӑк пуянлӑх. Вӗсем ӗмӗр тӑршшӗпех килӗштерсе, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫлени – пирӗншӗн тӗслӗх, – тет ывӑлӗ Ирек.

Мударисовсем тӗн йӑлисене пăхăнса пурăнаççӗ. Ирфан Абдулхакович пенсие тухнӑ хыҫҫӑн та канăçа пӗлмест, пӗтӗм вăй-халӗпе, чун-чӗререн тӗне парăнса пурăнма пуçлать. Тӗне ӗненӳ – вӗсен йăх-несӗлтенех килет. Ирфан Абдулхаковичăн ашшӗ те 12 ҫул ялта мулла ӗçне илсе пынă.

Флера Сафиулловнапа Ирфан Абдулхакович хӑйсене телейлӗ тесе шутлаҫҫӗ. Вӗсем савӑнӑҫа та, хуйхӑ-суйха та пӗрле пайласа пурăнаççӗ. Кӑҫал Мударисовсен ҫемйи пӗрле пурӑнма пуçланăранпа 55 ҫул ҫитнине, Флера Сафиулловна хăйӗн 85 ҫулхи, Ирфан Абдулхакович вара 80 ҫулхи юбилейӗсене те паллӑ турӗç.

Изумруд туй – аллӑ пилӗк ҫул мӑшӑрлӑ пурăннă пурнӑҫ – пысӑк пахалӑх, ӑна ҫӑмӑлах мар ӗҫ урлӑ темиҫе ҫул хушши йӗркеленĕ, вăл, çаплах, пысăк юратăвăн палли.

55 çул пӗрле пурӑннӑ Мударисовсем пӗр-пӗрне юратнине, хисепленине, шаннине тата чунтан парӑннине ҫирӗплетсе параççӗ. Вӗсем паян пур йывăрлăхсене пӗрле çӗнтерме пултарнăшăн, мӗн пуррипе килӗшсе, кашни çӗнӗ куншӑн савӑнса, тав туса пурӑнаҫҫӗ.

Хисеплӗ ветерансене юбилейӗсемпе тата изумруд туйпа саламлама районти ветерансен совечӗн ертӳçин çумӗ Рустам Хамидуллин тата Флера Сафиулловнан ӗлӗкхи вӗренекенӗ, районти «Россельхозцентр» организацин ертӳҫи Исламетдин Низамов килнӗччӗ. Вӗсем Мударисовсене ветерансен совечӗн саламлӑ открыткине, парнесем пачӗҫ, сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр, ачисен ырлӑхне тата ҫемье телейӗ сунчӗҫ.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев