Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Хыпарсем

2020 çулта районта 126 преступлени пулнă

Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Ҫӗпрел районӗнчи уйрăмӗ 2020 ҫула пӗтӗмлетӳ турӗ.

Канашлу Ӗҫ тӑвакан комитетăн актсен залӗнче иртрӗ. Мероприятире Ҫӗпрел районӗн пуҫлӑхӗ Марат Гафаров хутшӑнчӗ.

Канашлура хутшӑнакансем законсене пурнăçлас, преступленисене пӗтерес, террорла хӑрушлӑха, экстремизм курăнăвӗсене хирӗç тăрас, тӗлӗшпе çыхăннă ыйтусене пӑхса тухрӗç. 2020 çулта оперативлӑ-служба ӗҫӗ-хӗлӗн пӗтӗмлетӗвӗсем ҫинчен Раҫҫей Шалти ӗçсен министерствин Çӗпрел районӗнчи уйрăмӗн начальникӗ Рустам Мухаметзянов тухса калаçрӗ. Унăн сăмахӗсенчен курăннă тӑрӑх, пирӗн район территорийӗнче преступленисен шайӗ Атăл тăрăхӗн зонинче чи пӗчӗк пулса юлать – 100 пин ҫынна 584,2 преступлени шайӗ тӳрӗ килет. Анчах, 2019 ҫулхипе танлаштарсан, регистрациленӗ преступленисен шучӗ ӳснӗ, вӗсем 126 пулнӑ. 2019 ҫулта 93ччӗ. Ҫулталӑк пӗтӗмлетӗвӗсем тӑрӑх преступленисене уҫса парас енӗпе 3-мӗш вырӑнта тăрать.

Пӗтӗмлетӳ канашлăвӗнче ҫавӑн пекех полици начальникӗн ҫумӗн Ранис Латыповăн, ГИБДД уйрăмӗн начальникӗн Анатолий Михайловăн, ОУУП тата ПДН начальникӗн Радик Хусаиновăн, уйрăм составпа ӗçлес енӗпе начальника пулăшаканăн Ранис Бахитовăн  доклачӗсене итлерӗç.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров Çӗпрел çыннисен пурнӑҫне хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтерес тӗлӗшпе полици ӗçченӗсем пурнăçлакан ӗҫӗн кирлӗлӗхне тата пӗлтерӗшне палӑртса иртрӗ.

– Кулленхи оперативлӑ тата профилактика ӗҫӗсем илсе пыни район территорийӗнче криминогенлă лару-тӑрăва контрольте тытма май парать. Районти пӗр массӑллӑ мероприяти те эсир хутшӑнмасӑр иртмест. Полици ӗçченӗсен професси ӑсталӑхӗ малашне те Ҫӗпрел районӗ тата унăн халăхӗн  интересӗсемшӗн пахалӑхлӑ, яваплӑн ӗҫлеме май парасса шанатӑп, – тесе палӑртса иртрӗ вӑл. Канашлура кăçалхи ҫул валли задачӑсем те палӑртрӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев