Ҫӗпрел районӗн хыпарсем

"Тӑван ен"-Çĕпрел районĕн хаçачӗ

16+
Рус Тат

Чув

Congratulations

Роза Дмитриевна Антипована 75 çулхи юбилейпе ăшшăн саламлатпăр

16 августа 2024, 15:43

97

0

0

Роза Дмитриевна Антипована 75 çулхи юбилейпе ăшшăн саламлатпăр

Чунтан юратнă аннене, ытарайми кукамая, асаннене — Çӗнӗ Упи ялӗнче пурăнакан Роза Дмитриевна Антипована 75 çулхи юбилейпе ăшшăн саламлатпăр.

Хаклă та хисеплӗ çыннăмăр! Эсӗ пирӗншӗн тӳпери çут çăлтăр, çул маякӗ, чуна пусаракан, йывăр вăхăтра пулăшакан, ăста канашçă, пурнăçри тӗрев. Тайма пуç сана, аннемӗр! Пурнăçăн анлă çулӗпе малалла утма çирӗп сывлăх, телей, пархатарлă кун-çул сунатпăр. Сан вăй-халу ан иксӗлтӗр, мӗн шутлани, палăртни яланах пурнăçа кӗрсе пытăр. Эпир эс пурришӗн чунтан савăнатпăр, санпа мухтанатпăр, хамăра телейлӗ туятпăр.

Хӗрӳ хӗвел эсӗ, аннеçӗм,
Санран çук çывăх çын çак тӗнчере.
Эс кӳретӗн кил-çурт илемне,
Юратса эс, ӳстертӗн пире.
Тулăх пултăр пурнăç сан ялан,
Сывлăху ан хавшатăр нихăçан.


Юратса: ывăлӗсемпе кинӗсем, хӗрӗсемпе кӗрӗвӗсем тата мăнукӗсем.

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев