Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Халӗ те сураççӗ сурансем...

Чыс тата мухтав!

Ҫак кунсенче район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров тата Кивӗ Çӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн çумӗ Рамиль Низамов, Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçин çумӗ Айрат Залялов вӑрҫӑ тата вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи ҫулсенче района аталантарас ӗҫе хăйсенчен пысăк пай кӗртнӗ ҫынсем патӗнче пулчӗҫ, вӗсен пурнăçӗ ҫинчен ыйтса пӗлчӗҫ, парнесем пачӗҫ.

Тыл ӗҫченӗсемпе тӗлпулусем яланах ӑшӑ та туслӑ лару-тӑрура иртеҫҫӗ. Çакă тылра, ҫӗнтерӗве пысӑк пай кӗртнӗ ҫынсене тав тумалли тата хисеплес енӗпе пӗр çул-йӗр. Паянхи ветерансем заводсенче, фабрикӑсенче, ял хуҫалӑхӗнче, медицина учрежденийӗсенче тата ытти отрасльсенче ӗҫлесе, фронта мӗн кирлипе, çăкăрпа тивӗҫтернӗ.

Район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров йывӑр вӑхӑтра пулӑшнă аслă çулсенчи çыннăмăрсене пурне те чӗререн тав турӗ, пулас ӑрусем валли аслашшӗсен, ашшӗсен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен астăвăма упраса хӑварни пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ.

— Эсир пулăшнипе эпир тăнăçлăхра тата ирӗклӗ пурӑнатпӑр, сирӗн паттӑрлӑхăр, ҫӗршывăн аталанăвӗшӗн, хӳтӗлессишӗн ӗҫлени нихăҫан та манӑҫа тухмӗ, — терӗ Марат Гафаров.

Фото: Марат Гафаров Кивӗ Çӗпрел ялӗнче пурăнакан тыл ветеранне Суфия Хайруллинана уяв ячӗпе саламлать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев