Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Утӑ хатӗрлеҫҫӗ, сенаж хываҫҫӗ

Ял хуçалăхӗ

Выльӑх-чӗрлӗхе ăнăçлă хӗл каçарас тесен кашни выльăх валли 35,1 центнер апат единици кирлӗ. 
Районти обществăсемпе хресчен-фермер хуҫа-лӑхӗсенче хӗллехи тапхӑр валли выльӑх апачӗ хатӗрлес ӗçсем хӗрӳ темппа пыраççӗ.

«Цильна» обществӑра

143 гектар лаптăка йышăнакан люцерна ани çинче «Ягуар-810» тата «Полесье-282А» маркӑллӑ вакласа тиекен комбайнсемпе Фарит Тухфатуллинпа Михаил Чувашов ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсен ҫумне вуншар «КамАз» автомобильсене ҫирӗплетнӗ. 

Фарит та, Михаил та — опытлӑ механизаторсем. Фарит хӑйӗн «Ягуар-810» комбайнӗпе сенаж хывнă çӗрте виҫҫӗмӗш сезон ӗҫлет, ҫулталӑкӗпех хирте. Ҫуркунне «К-742» маркӑллӑ тракторпа уй-хирте вăй-хурсан, ҫулла — выльӑх валли утӑ хатӗрлес, кӗркунне вара — кукуруза валли силос хывас, каярахпа çӗр сухалас ӗçсенче куратăн ăна. Михаил ҫуркунне, «Т-150» тракторпа ҫурхи акара ӗҫленӗ, хальхи вăхăтра сенаж хывнă çӗрте хутшӑнать.

«КамАз» авто-машинӑсен шоферӗсем Асхать Замалетдинов, Фанис Хакимов, Ильнур Алимов, Алексей Марков, Владимир Макаров, Марат Садеев, Радик Садеев, Фаниль Хайрутдинов тата Вениамин Козлов «Т-150» тракторпа кунне темиҫе теҫетке рейс тӑваҫҫӗ. Сенаж траншейине илсе килсе пушатнă симӗс массӑна «ДТ-75» маркӑллӑ тракторпа Раис Усманов тата Ильгиз Миначев «МТЗ-12.21» маркӑллӑ тракторсемпе тикӗслесе, таптатса тăраççӗ. 

Обществӑра икӗ сенаж базине тултарса, выльӑх-чӗрлӗх валли хӗллехи тапхăра хатӗрлесе хунă, виҫҫӗмӗш базăна тултарма пуҫланӑ. 

Справка

Ял хуҫалӑхӗпе апат-çимӗç управленийӗнчен июнӗн 27-мӗшӗ тӗлне илнӗ даннăйсенчен, районта пурӗ 2709 тонна утӑ хатӗрленӗ, 9855 тонна сенаж хывнӑ. Кашни выльӑх пуҫне вӑтамран 7,2 центнер выльӑх апачӗ хатӗрленӗ. «Цильна» обществӑра 6218 тонна сенаж хывнӑ, «Ҫӗпрел Рассвет Агро» обществӑра 3137 тонна сенаж хатӗрленӗ, «Низамов А. А.» хресчен-фермер хуҫалӑхӗнче 500 тонна сенаж хывнӑ. Хуҫалӑхсемпе обществӑсенче выльӑх апачӗ хатӗрлессипе пӗрлех культурӑсене хурт-кăпшанкăсене хирӗç ӗçе кӗртес ӗҫсем те пыраççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев