Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Тӑван енре «Туган як» — «Тăван ен» хаçатсемпе пӗрле!

Сабантуйра «Туган як» хаҫат редакцийӗ 2024 ҫулхи 2 ҫур ҫулшăн çырăнтару йӗркелерӗ

Лаптăкра пӗрремӗшӗсенчен пулса, «Туган як» хаçата Çӗнӗ Ҫӗпрел ялӗнче пурăнакан Радик Сафин çырăнчӗ.

— Эпӗ район хаҫатне тахҫантанпах юратса вулатăп, çырăнмасăр та юлни пулман. Кӑҫал акă пире Сабантуй уявӗнче ҫырӑнма май пулчӗ, — терӗ вӑл.

Уявра, çавӑн пекех кӗнекесемпе ача-пӑча литературине те туянакансем пулчӗç.

— Мӑнукăм валли илтӗм. Кӗнекесем илемлӗ, чи пахи вара, тутарла тата вырӑсла, — Ульяновск хулинчен килнӗ терӗ ентешӗмӗр Рашит Арифуллов.

Кивӗ Кахăрлăран Гульзайра Замалетдинова та хаçата яланах çырăнса илетӗп, тесе пӗлтерчӗ.

— Район хаҫачӗсӗр пуçне пурнӑҫăма куç умне те кăларса тăратаймастăп. Район пурнӑҫӗ, пирӗн ентешсен ӗç-хӗлӗ, пурте çакăнта вӗт. 

— Тăван енре пурăнса, «Туган як» хаҫата вуламасӑр мӗнле тӑма пулать-ха?! Хаҫатӑн содержанийӗ те лайӑх. Редакцийӗн коллективне малашне те ăнăçусем сунатӑп, — терӗ ветеран-абонементăмăр.


Хисеплӗ тусăмăрсем!  Район çыннисем!

Июнӗн 10-мӗшӗнчен пуҫласа 20-мӗшӗччен район хаҫатне йӳнӗрех хакпа çырăнмалли декада иртет. 
Çырăнтару хакӗ — 780 тенкӗ те 24 пус. 

Урӑх ун пек май пулмасть! Усӑ курса юлăр!

Декадӑра хутшӑнма ыйтатпӑр — почта уйрӑмӗсенче, редакцире сире кӗтетпӗр! Почтальонсем урлӑ та хăвăрăн юратнӑ хаҫатăра çырăнма пултаратăр тесе шанатпӑр!

Шӑнкӑравлӑр, ҫырӑнăр, килӗр! 
Эпир сире кӗтетпӗр! 
Телефонсем: 8 (843-75) 2-26-42, 2-23-43.

«ТАТМЕДИА» АО филиалӗн «Туган як» хаçат редакцийӗ".

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев