Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Туслăх: Çӗпрел — Шăнкăртам

Патӑрьел районӗнчи Шăнкăртам ялӗнче Сабантуй уявӗ иртрӗ.

Наци уявӗ Культура пуçарăвӗсен Фончӗн пулӑшăвӗпе «Регионсем хушшинчи йӑлана кӗнӗ халӑх уявӗ» проекта пурнӑҫланӑ шайра иртрӗ.

Унта район пуҫлӑхӗ Марат Гафаров ертсе пыракан делегаци те хутшӑнчӗ.
Уява Çӗпрел ҫыннисем парнесем, наци кухнине тата унта культурӑпа кăмăллă кану программине те илсе кайрӗç.

Акă миçе çултанпа ӗнтӗ пирӗн район Шăнкăртам ялӗнче Сабантуй ирттернӗ çӗрте хăйӗнчен пысăк пай кӗртет.

Астăватăр пуль-ха, унчченрех пирӗннисем Сызрань хулинчи Сабантуй уявӗнче хутшăнатчӗç. Ăçта кăна пулсан та, пирӗн район делегацийӗ, пултарулăх коллективӗсен юрри-ташшисем, кунтан илсе кайнă наци апат-çимӗçӗсем унти халăхăн кăмăлне питӗ каяççӗ.

Вӗсем пирӗн артистсене сцена çине темиçе хут чӗнсе кăлараççӗ, татах килӗр тесе, ăсатса яраççӗ, çӗпрелсемпе тӗлпулăва та кӗтсе тăраççӗ. Паллах, çакăн пек тӗлпулусем, уявсем икӗ хушăри туслӑха тата ӗҫлӗ хутшӑнусене çирӗплетеççӗ. 

Ку эрнере вара, июнӗн 8-мӗшӗнче, наци уявӗ Кӗҫӗн Чăнлă ялӗнче, ҫав кунах Акатуй Упи ялӗнче иртӗ. Июнӗн 9-мӗшӗнче вара район çыннисене, ентешӗмӗрсене Кивӗ Çӗпрел ялӗнче иртекен тӗп Сабантуя кӗтетпӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев