Тимур Сулейманов: «Чи пысӑк вӑй вӑл — эсир хӑвӑр»
«Чайка» лагерьте ачасен канӑвӗн иккӗмӗш смени уҫӑлчӗ
Пирӗн района Тутарстан Республикин Раисӗн пулăшаканӗ, Раҫҫейри ачасемпе ҫамрӑксен юхӑмӗн регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Тимур Сулейманов килчӗ.
Вӑл «Чайка» лагерӗн иккӗмӗш сменине уҫмалли мероприятире хутшӑнчӗ.
Ҫак сменӑра, 18 кун хушшинче, районти «Пӗрремӗшсен юхăмӗн» активисчӗсем хӑйсен ҫуллахи каникулне ирттерӗҫ. Пурӗ 60тан ытла ача канӗ.
Сменăна савăнăçлă лару-тăрура уçмалли мероприятире, ҫавӑн пекех, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин социаллӑ ыйтусем енӗпе ӗҫлекен çумӗ Айрат Залялов тата çутӗç, культура, ҫамрӑксен ӗҫӗсем, спорт тата туризм уйрăмӗсен представителӗсем те пурччӗ.
Мероприятире вожатӑйсем ертсе пынипе кашни отряд хавхаланса, тухса саламларӗç.
«Чи пысӑк вӑй вӑл — эсир хӑвӑр. Хӑвӑрăн пултарулӑхӑра, хӑвӑра кӑтартӑр!», — терӗ Тимур Сулейманов иккӗмӗш сменӑна пухӑннӑ ачасене.
Иккӗмӗш смена июлӗн 10-мӗшӗччен тӑсӑлать. Унта кашни кунах тӗрлӗ вӑйӑсем, спорт ӑмӑртӑвӗсем тата культура каҫӗсем ирттерӗç.
«Пӗрремӗшсен юхăмӗн» представителӗсем вара яланах интереслӗ приключенисем, манӑҫми асаилӳсем тума хатӗр!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев