Тӑван ен

Çĕпрел районĕ

16+
Рус Тат

Чув

2024 - год Семьи
Тӗп хыпар

Симӗсленет йӗри-тавралăх

Алешкин-Саплăк ялӗнче вăрман лартмалли акци иртрӗ

Мероприяти ертӳçӗсене те, вырӑнти ҫынсене те пухрӗ. Унта ТР вӑрман хуҫалӑхӗн министрӗн ҫумӗ Раис Гумаров, ТР Экологи министерствинчи управляющий Алексей Сарафанов, Ҫӗпрел муниципаллă районӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Петр Артемьев, ял тӑрӑхӗн ветеранӗсен Совечӗн ертӳçи Валерий Марков, вӗрентекенсемпе вӗренекенсем хутшӑнчӗç.
Акци вӑхӑтӗнче 310 йывӑҫ лартрӗç, территорие ешӗллӗх хупласа илӗ. Лартнӑ йывӑҫсем хушшинче 115шӗ вӗрене тата 195шӗ пирамидӑллӑ тополь пулчӗ.

Акцие йӗркелекенсем йывӑҫ лартас ӗҫе хутшӑннă пур çынна та тав турӗç, мӗнпур халăха йывӑҫсемпе вӑрмансене упрама чӗнсе каларӗç. Акци ирттересси питӗ лайӑх пулчӗ, мӗншӗн тесен ҫакӑн пек мероприятисем ҫутҫанталӑка упраса хӑварма кӑна мар, вӑрман тӑрӑхӗсене çӗнетсе юсама та, пур ҫыншӑн та лайӑх атмосфера тума та пулӑшаҫҫӗ. Мероприяти вӑхӑтӗнче концерт номерӗсем йӗркелерӗç, хирти кухня ӗҫлерӗ, ҫакӑ кӑмӑл-туйӑма уяври пек ҫӗклентерчӗ.

Ӗç тăвакан комитетăн ертӳçи Рустам Мухаметзянов:

— Территорие ешерес енӗпе тунӑ ҫавнашкал мероприятисем ҫутҫанталӑка упраса хӑварассишӗн тата экологи хутлӑхне йӗркелессишӗн чӑннипех те пӗлтерӗшлӗ. Эпир ҫакӑн пек пуҫарусене питӗ ырлатпăр, вӗсене малашне те йӗркелӗç, тесе шанатпӑр.

Справка

«Пӗтӗм Раҫҫейри Вӑрман лартмалли кун» обществӑпа экологи акцине Тутарстан Республикинчи вӑрман хуҫалӑхӗн министерстви 2011 ҫултанпа ирттерет. Акци шайӗнче вӑрман лартас, скверсене, аллейӑсене, парксене хӑтлӑлатас, хуласен, поселоксен, ялсен территорийӗсене ешӗлентерес, вӑрманта канмалли вырӑнсене хӑтлӑлатас енӗпе мероприятисем иртеҫҫӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев