Тӗп хыпар

«Призывник кунӗ – 2026»

Кӗрхи призыв тапхӑрӗнче Тӑван ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе пурнӑҫлама ачасен пӗрремӗш ушкӑнӗ октябрӗн уйӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче кайӗ.

Пулас ҫар ҫыннисене нумай çул сыхланса пыракан ырӑ йӑлапа «Призывник кунӗнче» чысларӗç. Каччăсене ҫар службине ăсатас умӗн, хӑйсен шухăш-кӑмӑлне пӗлтерме районти Культура çурчӗн куракансен залне ашшӗ-амӑшӗсем, тусӗсем, районти ертӳçӗсем килнӗччӗ. Кӑҫалхи кӗрхи призыв тапхӑрӗнче районтан 40 яхӑн каччă ҫар службине кайӗ. «Призывник кунне» уҫнӑ май призывниксене районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов саламларӗ.

– Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекен служба пур. Ҫак службăна иртни – пысӑк мӑнаҫлӑх. Ырă-сывă çар службин тивӗҫне пурнӑҫласа, эсир район чысне хӳтӗлессе шанса тăрăпăр, ырă çул сире, – терӗ вӑл.

Унӑн сӑмахне малалла тӑснӑ май, Пӑва тата Çӗпрел районӗсенчи çар комиссарӗ Радик Тухфатуллин  Çӗпрел районӗн  каччисем ку таранччен ҫар службинче пуç усманнине, командирсенчен тав сӑмахӗ ҫеҫ илнине палӑртрӗ. Малашне те ҫапла пулӗ, тесе пӗлтерчӗ вӑл. 

Ҫак кун призывниксене ҫар юхăмӗн ветеранӗсем, тӗн представителӗсем, ашшӗ-амӑшӗсем ăшă сунăмсене каларӗç. Мероприяти районти Культура çурчӗн ӗҫченӗсемпе пӗрле хатӗрленӗ концерт номерӗсемпе çыхăнса пычӗ, вӗсенче – патриотизм, ҫар пурнӑҫӗ.

 


Нет комментариев