Матак ялӗнче пурӑнакан Лазарь Степанович Мадюкин 94 ҫул тултарнине паллӑ турӗ.
Аслă çулсенче пулсан та, хӑйне саламлама килнӗ хӑнасене хапха умне тухсах кӗтсе илчӗ. Районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов тата Матак ял тӑрӑхӗн Ӗҫ тӑвакан комитечӗн секретарӗ Нина Мишанкина Лазарь Степановича Раҫҫей Президенчӗн В.В. Путинăн саламлӑ открыткине, район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн парнине пачӗҫ, сывлӑх, хастарлӑх, çывӑх ҫыннисен тимлӗхне сунчӗҫ.
Лазарь Степанович нумай ачаллӑ хресчен ҫемйинче çут тӗнчене килет. Ҫемьере ултӑ ача ӳсеççӗ, Лазарь Степанович виҫҫӗмӗш ача пулать. 12 ҫултанах колхозра ӗҫлеме пуҫлать. Тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлать, бригадир та пулать. Каярах сельпора кочегарта ӗҫлет, шкула лашапа тавар, ҫӑкӑр турттарать, тивӗҫлӗ канӑва та çавăнтанах тухать.
1952 ҫулта Елизавета Николаевнапа çемье çавăрать. Телейлӗ çемьере 4 ывӑлпа 4 хӗр ҫуралаççӗ. Елизавета Николаевна ир пурнăçран уйрăлса каять, Лазарь Степановича пӗччен хӑварать. Вӑл иккӗмӗш хут авланать. Людмила Павловнапа 23 ҫул пӗрле пурăннă хыççăн, иккӗмӗш мăшăрӗ те пурнăçран уйрăлса каять. Паян Лазарь Степанович хăй тӗллӗн, пӗчченех пурӑнать, ӑна ялта пурӑнакан хӗрӗ пӑхса тăрать. Хисеплӗ ветеранăн 12 мӑнук тата 13 кӗçӗн мӑнук пур. Вӗсем – аслашшӗпе кукашшӗн савăнăçӗ, мăнаçлăхӗ.
Нет комментариев