Петр Васильевич Сироткин – тыл ӗҫченӗ, ӗҫ тата чикӗ ҫарӗсен ветеранӗ.
Ҫак кунсенче хӑйӗн ҫуралнӑ кунне Петр Васильевич Сироткин паллӑ турӗ, вӑл 96 ҫул тултарчӗ. Тыл ӗҫченне, ӗҫ ветеранне ҫуралнӑ кунпа саламлама районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫин инфратытӑм аталанӑвӗ енӗпе ҫумӗ Радик Багаутдинов тата Чӑваш Ҫӗпрел ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Албутов килнӗччӗ. Хӑнасем ӑна чыслă ӗҫӗсемшӗн тав турӗҫ, сывлӑх, вӑрӑм ӗмӗр сунчӗҫ, парнесем пачӗҫ.
Вӑл тӑван колхозӗнче нумай ҫул механизаторта ӗҫлет. Мӑшӑрӗпе 60 ҫул ытла пӗрле пурӑнаççӗ, ултӑ ача ҫуратса ӳстереççӗ. Паян Петр Васильевича мӑнукӗсемпе кӗçӗн мӑнукӗсем савӑнтарса пурăнаççӗ.
Хальхи вӑхӑтра Петр Васильевича ывӑлӗ пӑхса пурӑнать. Вӑл паян та питӗ хастар. Ӗҫ ветеранӗ хӑнасем килнӗшӗн питӗ савӑнчӗ, саламланӑшӑн тав турӗ.
Нет комментариев