12 ҫултанах колхоз ӗҫӗнче
Хыпарсем

12 ҫултанах колхоз ӗҫӗнче

Тутар Паснапуç ялӗнче пурӑнакан Шамсеруй Миннибаевна Садеева ҫак кунсенче 97 ҫул тултарчӗ.

Шамсеруй Миннибаевна – Анат Хураката ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Тӑван çӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан вӑл 12 ҫулта пулнӑ. Ҫав çулсенче вӑл колхоз ферминче  ӗнесем сума пуçланă.  Ӗҫ ветеранӗ ӗмӗр тӑршшӗпех тӑван колхозӗнче вӑй хунӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ хыҫҫӑн та тата нумай ҫул колхозра ӗҫленӗ вӑл, бригадӑра тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫланӑ, ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннеччен чӗкӗнтӗр ани çинче вӑй хунӑ, хӑй ӳстернӗ чӗкӗнтӗре кӗркунне кăларса илсе, тирпейлесе ăсатма та хутшӑннӑ.

Шамсуруй аппа вӑрҫӑран таврӑннӑ пӗр ял ҫыннипе Муса Мавлютовичпа çемье çавăрать. Мӑшӑрӗ хӑйӗнчен 19 ҫул аслӑрах пулнӑ, вăрçăран вӑл аманса таврӑннӑ.  Шамсуруй аппа  10 ача амӑшӗ. Анчах вӗсенчен тӑваттӑшӗн пурнӑҫӗ кӗске пулнă, вӗсем ача чухне вилеççӗ, пӗр ачи инвалид пулса ҫуралнӑ. 

Мăшăрӗ Муса Мавлютович Шамсеруй аппа 50 ҫулта, чи кӗҫӗн хӗрӗ Альфия 12 ҫулта чухне пурнăçран уйрăлса кайнă. Шамсуруй аппа хӑйӗн ачисене пурне те пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ, вӗсемшӗн ашшӗ те, амӑшӗ те пулнӑ, пурнӑҫра хӑйсен вырӑнне тупма пулӑшнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн тӑлӑх арӑмӗ, тыл ӗҫченӗ тата ӗҫ ветеранӗ хальхи вӑхӑтра Тутар Паснапуç ялӗнче,  хӗрӗн Альфиян тимлӗхӗнче пурӑнать. Унӑн 18 мӑнук, 38 кӗçӗн мӑнук, кӗçӗн мӑнукӗсен ачисем те пур ӗнтӗ.

Ялăн хисеплӗ ватă çыннине саламлама ачисем, мӑнукӗсемпе мӑнукӗсен ачисем, районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов, Марс ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Рафик Замалетдинов килнӗччӗ. Хӑнасем хисеплӗ ветерана РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн саламлӑ ҫырӑвне, район пуҫлӑхӗн Марат Гафаровăн парнине, чечексем пачӗҫ, сывлӑх, ҫывӑх ҫыннисен тимлӗхне тата ҫемье ӑшшине сунчӗҫ.

 


Нет комментариев