Зубайда Валиулловна Ахметова – тыл ӗҫченӗ, ӗҫ ветеранӗ.
Зубайда Валиулловна – Кивӗ Шемӗршел ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. 1941 ҫулта вӑл 1-мӗш класа вӗренме кӗнӗ. Анчах вӗренӗве малалла тӑсайман, иккӗмӗш класранах аслисемпе пӗрле хире ӗҫе тухма тытӑнать. Хӗрача мӗн вӑй ҫитнӗ таран: утӑ пуҫтарать, чӗкӗнтӗр çумлать. Нимӗнле ӗçрен те пӑрӑнман, аслисен хушшинче пулать.
Зубайда аппа (ӳкерчӗкре) пӗр ял ҫыннипе Хайдар Ахметова качча тухса, çемье çавăрать. Хайдар пичче ӗмӗрӗпех тӑван ялӗнче ӗҫлет, связист-монтерта вӑй хурать. Зубайда Валиулловна колхозра 60 ҫула çитичченех ӗҫлет. Тӗрлӗ ҫулсенче колхоз пахчинче, бригадӑра вăй хурать, социализмла ӑмӑртусене хутшӑнать. Чыслă ӗçне Хисеп хучӗсемпе, Тав ҫырӑвӗсемпе, Дипломсемпе, тӗрлӗ парнесемпе хаклаççӗ. 1992 ҫулта тивӗçлӗ канăва тухать.
Мӑшӑрӗпе пӗрле тӑватӑ ача пăхса ӳстереççӗ. Хайдарпа Зубайда Ахметовсем телейлӗ пурнӑҫпа пурӑнаҫҫӗ. Шел те, мăшăрӗ паян унпа юнашар ҫук ӗнтӗ тата икӗ ывӑлне пытарнă… Зубайда аппа хӑйӗн ачисемпе мӑнукӗсен тимлӗхне туйса, хӗрӗн хӳттинче пурӑнать. Çуралнă кунӗпе ӑна районти Ӗҫ тӑвакан комитетăн ертӳҫи Рустам Мухаметзянов тата Кивӗ Ишлӗ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Ильгамия Мухитова саламларӗҫ. Асӑнмалӑх парнесем, чечексем, ӑшӑ сунăмсем сунчӗç.
Нет комментариев